Ейÿ шар ан кăтарттăр

Ĕнер Правительство çуртĕнче Тури Атăл бассейн округĕн бассейн Канашĕн вуннăмĕш ларăвĕ ĕçлерĕ. Пĕрремĕш хут вăл 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Ярославльте иртнĕ. Унтан Чул хулара, Саранскра, Йошкар-Олара, Владимирта, Пензăра. Шупашкарта - иккĕмĕш хут.

Ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ. Çуркунне çывхарнă май Сăр, Çавал, ытти юхан шыв та сарăлас, ял çыннисене шар кăтартас хăрушлăх ÿсет. Улатăр, Çĕрпÿ хулисен пĕр пайне çуллен тенĕ пекех шыв илет.

- Çĕрпÿ çывăхĕнче инженери хÿтĕлевĕ тăвас тĕлĕшпе проект пурнăçа кĕрет. Хулан истори палăкĕ - мăнастир, пурăнмалли çуртсем малашне инкек ан тÿсчĕр, - терĕ Михаил Васильевич.

- Кăçал ейÿ епле сарăлассине халех калама иртерех-ха. Çанталăка сăнакансем пуш уйăхĕн çуррийĕ тĕлнелле çеç прогноз параççĕ, - калаçăва хутшăнчĕ Тури Атăл бассейн управленийĕн ертÿçи Александр Баринов. - Пирĕн округра юр саппасĕ пысăках мар, çулленхи виçене 40% çитмест. Анчах та кĕркунне тăпра нÿрĕк вăйлă сăхса юлнине, çавна май çĕр айĕнчи шыв шайĕ самаях хăпарнине шута илмеллех. Юр хăвăрт ирĕлес пулсан халăх пурăнакан вырăнсем хăрушлăха лекме пултараççĕ. Пенза облаçĕнче, Мордва Республикинче юр хулăнăшĕ самаях. 2011 çула пурте ас тăватпăр. Пĕтĕмĕшле илсен ейÿ ун чухнехи пекех сарăлмĕ. Пĕтĕм служба юр каясса кĕтсе илме хатĕр.

Федерацин шыв ресурсĕсен агентстви нарăсăн 7-мĕшĕнчи Хушăвĕпе çурхи ейĕве ăнăçлă ирттерсе яма программа туса хатĕрленĕ. РФ субъекчĕсен харпăрлăхне кĕрекен 35 гидротехника сооруженине 261,6 млн тенкĕлĕх тĕпрен юсанă. Яваплă çынсем талăкĕпех дежурствăра тăрĕç.

РФ субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсемпе, Раççей çут çанталăк надзорĕн территори органĕсемпе пĕрле хуçасăр гидротехника сооруженисене тупса палăртас ĕç пырать. 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне унашкалли - 914.

Александр Баринов Канашăн 5 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Ларусенче шыв объекчĕсене сыхлас, вĕсемпе тĕллевлĕ усă курас ыйтусене хускатнине асăнчĕ. Вĕсен хÿтĕлев чиккисене палăртса патшалăхăн куçман пурлăх кадастрне кĕртнĕ.

Ларура «Чăваш Республики. Шыв ресурсĕсем» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ.


В.ВАЛЕНТИНОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.