Комментари хушас

7 Пуш, 2014

Управленин - çĕнĕ ертÿçĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Федерацин çыхăну, информаци технологийĕсен тата массăллă коммуникацисен сферинчи надзор енĕпе ĕçлекен службин федерацин Атăлçи округĕнчи управленийĕн ертÿçипе Алексей Селезневпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ.

А.Селезнев М.Игнатьева Роскомнадзорăн республикăри управленийĕн çĕнĕ ертÿçипе Татьяна Евдокимовăпа, çак должноçа РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин кăçалхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнчи хушăвĕпе çирĕплетнĕскерпе, паллаштарнă. А.Селезнев ведомство ачасен психика сывлăхĕпе аталанăвне сиенлĕ витĕм кÿрекен, экстремизмпа пусмăра, наркотиксемпе ачасен порнографине пропагандăлакан информацие пÿлес енĕпе пысăк ĕç пурнăçланине палăртнă.

М.Игнатьев çĕнĕ технологисем вăй илнĕ май тĕрĕслев органĕсен ĕçĕ палăрмаллах кăткăсланни çинчен каланă. "Чăнлăхпа пĕр килмен суя информаци сармалли çĕнĕ меслетсем, технологисем çуралаççĕ, вĕсен тĕллевĕ - çĕр-шыври, регионти социаллă пурнăçпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне хавшатасси. Саккунсем чылай чухне улшăнса пыракан медианлăш хыççăн ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Украинăра пулса иртекен ĕç-пуç журналистикăри политехнологсен саккасĕсене пурнăçлакан тĕрлĕ ăçтиçук çынсен шухăшлавне аркатуллă витĕм кÿни мĕн патне илсе пынине питĕ лайăх кăтартать", - тенĕ вăл.

М.Игнатьев Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн çĕнĕ ертÿçине Т.Евдокимовăна Чăваш Еншĕн, унăн халăхĕшĕн пурнăçлакан ĕçре ăнăçусем суннă.


К.АЛЕКСАНДРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.