«Чунран» курав чун валли

7 Пуш, 2014

Кÿкеçри «Бичурин тата хальхи самана» музейра И.Я.Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн аслă преподавателĕн, ЧР Художниксен союзĕн членĕн Надежда Егоровăн «Чунран» куравĕ уçăлнă. А.Алимасовăн, В.Бритвинăн, Р.Ермолаевăн, В.Гуринăн вĕренекенĕ - Надежда Владимировна - Раççейре, тĕрлĕ регионра, Чăваш Енре йĕркелекен куравсене тăтăш хутшăнать.

Пултарулăх каçĕ сăрă ăстин ентешĕсен - «Апаш Ен» фольклор ансамблĕн - юрри-ташшинчен пуçланнă. Апашри культура центрĕн директорĕ Л.Кириллова Н.Егоровăна пултарулăхра тата та пысăк çитĕнÿсем суннă. Çавăн пекех уяв каçĕн «хуçине» ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Р.Федоров, педуниверситетри ĕçтешĕсем, юлташĕсем саламланă. Пурте тенĕ пекех Надежда чун илемĕпе, ырă кăмăлĕпе çынсене хăйĕн патнелле туртни пирки каланă. Çавăнпах унăн пĕлĕш те нумай-мĕн. Вăл портрет жанрне те, пейзажа та, натюрморта та кăмăллать. Ĕçĕсенче - çут çанталăк, тăван тăрăх илемĕ. Чечек тĕнчине те маçтăр питĕ хăйне евĕр, туллин уçса панă.

Р.ГРОМОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.