«Ăнлантару ĕçне ытларах ирттермелле»

13 Пуш, 2014

ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ, унта 16 ыйту пăхса тухрĕç. Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсамалли программине çирĕплетесси, çур акипе çыхăннă ял хуçалăх ĕçĕсене вăхăтра туса ирттересси, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин 2010-2013 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕн отчечĕ - çак темăсем тĕп вырăнта пулчĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский доклад турĕ. Вăл республика бюджетĕнчен муниципалитет йĕркеленĕвĕсене субсиди - вырăнти автомобиль çулĕсене пăхса тăнипе пулакан тăкаксене саплаштармашкăн - уйăрассипе çыхăннă саккун тата унта кĕртме хатĕрлекен улшăнусем пирки каласа кăтартрĕ. Ку проекта райадминистрацисен пуçлăхĕсем ыйтнипе хатĕрленĕ. Улшăнусенчен пĕри акă мĕнпе çыхăннă: субсидие валеçнĕ чухне малашне ял-поселокра миçе çын пурăннине мар, унăн чиккине кĕрекен автомобиль çулĕсен - пурте усă кураканнисен тата вырăнти пĕлтерĕшлисен - тăршшĕне шута илĕç. Министр каланă тăрăх - муниципалитет районĕсенчен çурри укçа-тенкĕ малтанхинчен ытларах, тепĕр çурри вара сахалрах илĕ. Михаил Игнатьев ку меслет тĕрĕсрех пулнине палăртрĕ.

ЧР юстици министрĕ Надежда Прокопьева республикăн тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пирки калакан саккунне кĕртмешкĕн хатĕрленĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре граждансен 21 категорийĕ юридици пулăшăвне тÿлевсĕрех илме пултарать. Улшăнусемпе килĕшÿллĕн çак йыша ÿстересшĕн, унта Раççей Федерацийĕн Ĕç Геройĕн ятне тивĕçнисене тата нумаях пулмасть тĕрме-колони таврашĕнчен тухнисене кĕртесшĕн. Юлашкинчен асăннисем пирки калас тăк вĕсен татса паман ыйту чăнласах та нумай. Тĕслĕхрен: пурăнмалли кĕтеспе, паспорт çуккипе çыхăннисем. Малашне асăннă категори ирĕке тухсан виçĕ уйăхра юрист е адвокат пулăшăвĕпе тÿлевсĕрех усă курма пултарать. Министрсен Кабинечĕн членĕсем саккун проектне ырларĕç, ЧР Патшалăх Канашне пăхса тухма тăратрĕç.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков республикăн Чăваш Ен территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсамаллипе çыхăннă программи /2014-2043 çулсем валли/ тата ăна пурнăçа кĕртмелли плансене çирĕплетесси çинчен каласа кăтартрĕ. Ку программăна республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене пурне те тенĕ пекех кĕртнĕ* авариллĕ тата ишĕлес патнех çитнĕ тесе йышăннă, 70% таран юхăннă, çавăн пекех 3-рен сахалрах хваттерлĕ çуртсемсĕр пуçне. Унтах юсава хăçан ирттермеллине, ку тĕлĕшпе мĕнле ĕç пурнăçламаллине палăртнă. Юсав черетне йĕркеленĕ чухне нумай хваттерлĕ çурта хăçан хута янине, пĕрлехи пурлăхăн техника тăрăмне шута илеççĕ. Пирĕн республикăра пĕтĕмпе нумай хваттерлĕ 10198 çурт, вĕсенчен 4733-шĕнче тĕплĕ юсав ирттермелле, кăçал - 513-шĕнче. Олег Марков каланă тăрăх - ку программăна çулсеренех çĕнетсе тăмалла. «Нумай хваттерлĕ çуртсене вун-вун çул юсаман, çавна май ку ыйтăва чылай çын хускатать. Муниципалитетсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне та çĕклеççĕ ăна. Çавăнпа та халăхра ăнлантару ĕçне ытларах ирттермелле», - терĕ Михаил Васильевич.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине мĕнле хатĕрленни пирки каласа кăтартрĕ. Кăçал республикăра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе 570 пин га çинче акма-лартма планлаççĕ. Вăрлăх çителĕклĕ. Минерал удобренийĕсене, дизтопливăна пĕлтĕрхинчен кăшт ытларах кÿрсе килнĕ. Тракторсен 85% уй-хире тухма хатĕр. Çĕр улми вăрлăхĕ енĕпе ыйтусем пур, вĕсене çывăх вăхăтрах татса памалла. Çур акине хатĕрленес енĕпе Елчĕксем, Çĕрпÿсем хастар. Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр районĕсем пирки вара апла калаймăн. Ял хуçалăх предприятийĕсен 39% пысăк пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пуçăнма пур енĕпе те хатĕр. Кăçал ял хуçалăх таварне туса илекенсене пулăшмашкăн пĕтĕмпе 1 млрд та 710 млн тенкĕ пама йышăннă. Ĕнерхи кун тĕлне 84 млн тенкĕ куçарса панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятисем тупăшлă ĕçлени хăйсемшĕнех аван пулнине палăртрĕ. Банксем шăпах тупăша пăхса кредит параççĕ-çке.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов министерствăн 2010-2013 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет турĕ. Çак çулсенче ырă улшăну сахал мар пулнă: çĕнĕ ача сачĕсемпе шкулсем уçăлнă, чылайăшне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ. «Паян кирлĕ пĕтĕм услови пур, вĕсемпе усă курса кăтартусене пушшех лайăхлатма тăрăшмалла», - терĕ Владимир Николаевич. Унсăр пуçне вăл Çĕрпÿри аграри-технологи техникумне реорганизацилесе Кÿкеçри 27-мĕш професси училищине унпа пĕрлештерессине пĕлтерчĕ.

Ларура çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн малтанхи хăш-пĕр постановленине улшăнусем кĕртрĕç. Юлашкинчен Михаил Игнатьев Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявлама хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ пирки каласа кăтартрĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Енре Культура çулталăкне халалласа конференци иртессине, унта федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен делегацийĕсем те хутшăнассине пĕлтерчĕ.


Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.