Комментари хушас

15 Пуш, 2014

Хуçасăрлăхран хăтăлмаллах

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхне кĕрекен Пучинке, Çирĕклĕ, Савкка тата Çĕнĕ Кĕлĕмкасси ялĕсенче тăтăшах пулнă май акă мĕнле ÿкерчĕк асăрхарăм: урамсен сăн-сăпатне пăсакан, кивелнĕ, нĕрсĕр ларакан çурт кураймăн.

«Малтанхи вăхăтра çавăн пек çурт-хуралтă, вĕсемпе пĕрлех анкарти пахчисенче мăян, анра çарăк ÿстерекен çĕр лаптăкĕ йышлă пулни пире те канăç паман, - тет асăннă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Федоров. - Йĕрке тума тĕп ялтан - Пучинкерен пуçларăмăр. Хуçасăр çуртсене пĕтĕмпех шута илтĕмĕр. Ку ĕçе вырăнти хăй тытăмлăх органĕн специалисчĕсене кăна мар, депутатсемпе ытти хастара явăçтарнă хыççăн лару-тăру палăрмаллах улшăнчĕ. Пучинкесене кура ял тăрăхĕнчи ытти ялта пурăнакансем те хăйсен тăван кĕтесĕсен сăнне пăсакан тĕслĕхсенчен хăтăлма пулăшрĕç...»

Николай Георгиевич çакăн пек тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Пучинкери Анаткас урамĕнче ĕмĕрне пĕччен ирттернĕ Праски кинеми вилсен унăн кил-хуçалăхĕ тăнчах сÿннĕ. Çывăх тăванĕсем пулман сакăр вуннăран иртнĕ хĕрарăмăн. «Эпир, чăнах та, çавăн пек шухăшланă, - сăмахне малалла тăсрĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. - Йăнăшнă иккен. Кинеми пурлăхне муниципалитет харпăрлăхне куçарма тăтăмăр кăна - пĕччен карчăкăн унта-кунта тĕпленнĕ тăванĕсем тупăнчĕç те! Кашниех еткерçĕ пуласшăн. Аран-аран хăтăлса тухрăмăр ку пăтăрмахран».

Ял тăрăхĕн пуçлăхне пурлăх еткерлĕхне татса парассипе ыйтăва пурнăçа кĕртме пĕлтĕрхи çулччен, чăнах та, йывăр пулнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене хăйсем мĕн палăртнине тĕллевлĕ ĕçпе çирĕплетме май паракан документ вăя кĕмен ун чухне. Тĕрĕсрех, докуменчĕ пулнă-ха. Анчах Раççей Федерацийĕн ытти хăш-пĕр саккунĕ çакна тÿрремĕнех пурнăçлас ĕçре чăрмантарнă. Вăхăт вара РФ Граждан кодексĕн 1151-мĕш статйине улшăнусем кĕртме сĕннĕ. РФ утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче йышăннă саккунĕпе килĕшÿллĕн вăл е ку вырăнти пăрахăçа тухнă çĕр лаптăкĕсене тата вĕсенчи пурăнмалли çурт-йĕре, енчен те çынсем çук тăк, вĕсем муниципалитетăн харпăрлăхне куçма пултараççĕ. Пучинкесем шăпах çак йĕркепе усă курма тăрăшнă та.

- Манăçа тухнă çĕр лаптăкĕсемпе çуртсем тек пулмалла мар, - çирĕплетсех каларĕ Росреестрăн Йĕпреçри уйрăмĕн тĕп эксперт-специалисчĕ - патшалăхăн çĕрпе усă курас тата ăна сыхлас енĕпе ĕçлекен тĕп инспекторĕн çумĕ Вячеслав Ефимов. - Халĕ эпир те ял тăрăхĕсен администрацийĕсене еткерçĕ тивĕçне пурнăçлас ĕçре тивĕçлĕ пулăшу пама пултаратпăр. Хуçасăр пурлăха муниципалитет харпăрлăхне куçармалли йĕрке кăткăс мар.

Чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕн аллинче пурлăха еткерлĕхе илме ирĕк паракан ĕнентерÿ хучĕ пулмалла. Ку ыйтăва нотариус çийĕнчех татса парĕ. Паллах, хуçасăр тăрса юлнă пурлăхăн еткерçисем çуккине тата çĕр лаптăкĕпе, çурт-йĕрпе чылай хушă усă курманнине çирĕплетекен документсем те кирлĕ. Ара, пурнăçра темĕн те сиксе тухма пултарать-çке. Пучинкери Анаткас урамĕнче пурăннă Праски кинемипе çыхăннă тĕслĕхе ахальтен илсе кăтартмарăмăр эпир. Акă мĕншĕн вăрах вăхăт юхăнса-сапаланса выртакан пурлăха «тĕтĕмĕ сÿннĕ» кил-хуçалăх шутне кĕртме ирĕк паракан ĕç хучĕсене çиччĕ виçсе пĕрре каснă хыççăн тин туса хатĕрлени вырăнлăрах.

Çакна та палăртар: Росреестрăн Йĕпреçри уйрăмĕн специалисчĕсем иртнĕ çулхи утă-юпа уйăхĕсенче кăна районти ял тăрăхĕсенче 100 ытла тĕрĕслев ирттернĕ, чылай çĕрте çын ури ярса пусман, çум курăк ашкăрса ÿсекен çĕр лаптăкĕсем, тахçанах хĕвел шевли çиçтермен хупă чÿречеллĕ çуртсем пуррине шута илнĕ. Кунашкал тĕслĕх уйрăмах Березовка тата Буинск ял тăрăхĕсенче нумай иккен.

Росреестр специалисчĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсен ку ыйтăва вăраха ямасăр татса парас тĕллевпе малалла та пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлени кирлĕ.


Геннадий КУЗНЕЦОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.