Сочири спорт çăлтăрĕсен çути çитĕ-ши Янăма?

15 Пуш, 2014

Янăма тенине Етĕрне районĕнчи чăваш ялне тесе ăнланмалла. Унтан ку таранччен сахал мар спортсмен тухнă. Мĕншĕнни те паллă. Ял ачи чылай çирĕпрех, чăтăмлăрах, вăйлăрах пулнăран. Тата ялсенче хăй ĕçне чунтан парăннă физкультура учителĕсем пулни те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем тĕллевлĕ ĕçленипе ÿсĕм кĕттермен. Çитес çулсенче вара мĕнле пулĕ-ши? Ял шкулĕсенче спорт енĕпе ĕçлекен çамрăк тренерсем сахалланса пыни шухăша ярать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче ĕçлекенсем çакăн пирки мĕн шухăшланипе мĕнле ĕç пурнăçлани çинчен Етĕрне районĕнчи Чирĕккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Людмила Черновăпа калаçатăп.

- Роза Иванова предприниматель тренажерсем туянчĕ те вĕсене унччен Янăм библиотеки пулнă çурта вырнаçтартăмăр. Халĕ унта хул-çурăма çирĕплетме кăмăл тăвакансем хăйсен сывлăхне çирĕплетеççĕ, - пĕлтерет Людмила Вячеславовна. Унăн шухăшĕпе ялта е хулара вăл е ку специалист хăй ĕçне юратса туни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ялта ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлекен çынран усси сахалтарах. Вăл аслă пĕлÿллĕ пулсан та. Тепри вара мĕн кирлинчен ытларах та ĕçлеме тăрăшать, ачасене юратать. Акă Светлана Смирнова тренерах илер. Вăл йывăр атлетсене хатĕрлет. Светлана Николаевна ертсе пынипе Элла Белова республикăри йывăр атлетсен йышĕнче, Михаил Кириллов вара Олимп резервĕсен училищинче вĕренет.

Кашни ял тăрăхĕнчех тĕрлĕ ăмăрту ирттерме тăрăшаççĕ. Чирĕккассинче те çаплах. Ентешне, Павел Андреевич Шумилов генерал-майора халалласа 2007 çултанпа ăмăрту йĕркелеççĕ. Ял çамрăкĕсем пăшалтан перессипе, Калашников автоматне сÿтсе пуçтарассипе тата йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртаççĕ. Кăçал çак ăмăртăва нарăс уйăхĕнче Чирĕккасси вăтам шкулĕнче ирттерчĕç.

Спортпа туслă çынсем ял тăрăхĕн чысне республика, район шайĕнче хÿтĕлени, паллах, лайăх. Анчах та сывă пурнăç йĕркине тытса пыма ытларах çынна явăçтарни тата аванрах.

Янăмпа Чирĕккасси тăрăхĕнчен пултаруллă çын сахал мар тухнă. Алексей Степанович Ятрушев юрă-кĕвĕ ăсти йывăçран касса тĕрлĕ капăр япала ăсталанипе, шăратса кăларнипе пĕрлех вĕтĕ шăрçаран ÿкерчĕксем тĕрлесе тĕлĕнтерет. Ăна хавхалантарса пыраканĕ – мăшăрĕ Нина Егоровна. Вăл та купăс калама ăста. Лидия Александровна Захарова вара - тĕрĕ тĕрлеме. Виталий Спиридонович Самаков утарçă йывăçран касса кăларассипе кăсăкланать. Зинаида Владимировна Орлова чăвашăн тĕрлĕ эрешлĕ çи-пуçне пухса Янăм библиотекинчи курава тăратнă. Вячеслав Петрович Романов художник та çак библиотекăна хăйĕн 20 ĕçне парнеленĕ. Паллă ентешĕн ют çĕр-шыври куравсенче пулнă сăн ÿкерчĕкĕсемпе çывăх кунсенче тăван ял çыннисем те паллашĕç. Янăмри библиотекăри культура вучахне «вут хурса тăраканĕ» - Антонина Геннадьевна Васильева библиотекарь.

- Янăмри Антонина Васильева тата Пушнарти Валентина Кузнецова пек библиотекарьсем пулсан пирĕн культура малашне те çирĕппĕн аталанса пырĕ, унăн никĕсĕ çирĕп пулĕ, - çапла шухăшлать Л.Чернова. Кашни юн кун Пушнар ял библиотекинче ларма ирттересси пăрахăçланать пуль тенĕччĕ, çук, пачах урăхла. Раиса Владимировна Чернявская тĕрлеме вĕрентет, Алена Петровна Алексеева - çыхма, тĕрлĕ хăюсемпе тĕрлеме хăнăхтарать. Ял хĕрарăмĕсем пĕрле пухăнса помидорăн çĕнĕ сорчĕсене мĕнле акмаллине те тĕпчеççĕ.

Исампайри культура çурчĕ те шалтан чылай илемленнĕ: ял тăрăхĕн укçи-тенкипе юсав ĕçĕ пурнăçланăран çĕнелнĕ, ăшă тытăмне тĕпрен улăштарнăран хăтлăланнă. Людмила Чернова клуб çурчĕн çи виттине тата чÿречисене улăштарма ĕмĕтленет. Чирĕккасси шкулĕн Янăмри çуртне сыхласа хăварас тесен тĕпрен юсамалла. Укçа-тенкĕ çĕнсе илес тесе ял тăрăхĕ çулсерен тĕрлĕ конкурса хутшăнать.

Тĕрлĕ уява илем кÿрекенни - Альбина Краснова ертсе пыракан «Пилеш» фольклор ансамблĕ. Кăçал вăл 6 çул тултарать. Ансамбль канăçа пĕлмен ертÿçĕпе пĕрле пур мероприятие те хастар хутшăнать. Ĕлĕкхи юрă-кĕвве иккĕмĕш кун паракансем вĕсем, капăр тумсене чĕртсе тăратакансем. Çитес вăхăтра ку ансамбль Хусан хулине концертпа кайма хатĕрленет. Вырăнти халăх культурине «Пилешри» артистсем Мускавра та кăтартнă. Ансамбле пур çĕрте те ăшшăн йышăнни кивелнĕ юрăсене тупса вĕсене халăх патне çитерме хавхалантарать.

Чирĕккасси ял тăрăхĕн пуçлăхне пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри – Янăмри музей çуртне хĕлле хутса ăшăтманни. Çавна май чылай экспонат юрăхсăра тухма пултарать. Çак тата ытти ыйтусене татса пама ĕмĕтленет Культура çулталăкĕнче ертÿçĕ. Культура вучахĕн çути ун чухне тата çутăрах пулĕ, паянхи çеç мар, килес ăрусем патне те çитĕ.


Лилия ПЕТРОВА.

Етĕрне районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.