Алă ĕçĕн кăсăклă тĕсĕ
Елчĕк тăрăхĕнче пурăнакан хĕрарăмсем мĕн авалтан тĕрĕ ăсти пулнипе палăрнă. Халĕ те: «Тĕрĕ модăран тухнă, çамрăксем унпа интересленмеççĕ»,- теме çук. Пачах хирĕçле - тĕрĕ тĕрлесси çулсерен аталанса, паянхи пурнăç сĕмне илсе пырать.
Сăмахран: халĕ хĕресле те, тултарса та, вĕтĕ шăрçапа та, тĕрлĕ хăюпа та тĕрлеççĕ. Ĕçсене вара картинăсем пек туса стенасем çине меллештереççĕ.
Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхальти информаципе культура центрĕ çумĕнчи ял историйĕпе культурин музейĕнче тĕрленĕ картинăсен куравне уçнă. Ăна Культура çулталăкне тата çурхи пирвайхи уява халалланă. Экспозицире - Вероника Муравьевăн ĕçĕсем. Тĕрлĕ хăюпа тĕрленĕ чечек çыххисем... Çурта илем кÿрекен капăрчăксем кăна мар вĕсем, Вероника Викторовнăн пурнăçĕн пĕр пайĕ, пĕчĕк пĕр историйĕ. Маçтăр шухăшĕпе тĕрре алă ĕçĕпе кăна çыхăнтарни сахал, вăл - пурнăçа улăштаракан, савăнăç парнелекен асамлăх.
Р.АНАТОЛЬЕВА.