Ачалăх та «шурă вилĕм» тыткăнĕнче-и?
Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес тĕк - Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 245. Пирĕн республикăра вара - 100 çынран кăшт кăна ытларах. Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар. Чăваш Енри хуласенче те - Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра - «шурă вилĕм» тыткăнне лекнисем чылай. Çавна май ЧР Наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе кĕçнерни кун иртнĕ ларăвĕнче те самай çивĕч калаçу пулчĕ.
Кун йĕркине наркотикпе усă куракан ачасемпе çамрăксене тупса палăртас енĕпе мерăсем йышăнассине кĕртни ăнсăртран мар. Унашкаллисем - 400 çын ытла. Шел, çак йыш ÿссе пырать. Тĕлĕнмелле те, ку туртăм хĕр ачасен хушшинче пушшех вăйлă палăрать. Вĕсене вăхăтра тупса палăртни, паллах, вăраха ямасăр пулăшу кÿме кирлĕ. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - медицина ку енĕпе ĕçлеме хатĕр. Апла пулин те наркотиксемпе усă куракансене тупса палăртас ĕçĕн тĕп пайĕ хальлĕхе çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисен тÿпи.
Шкул ачисемпе студентсене тестласси йăлана кĕрсе пырать. Чăн та, çакă çул çитмен наркомансене тупса палăртнин тĕслĕхĕсене асăнмарĕç - унашкалли пулман-тăр. Апла пулин те çак ĕç усси куç кĕрет. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов хăш-пĕр шкулта хайхи тест ирттернĕ кунсенче ачасем уроксене ятарласа пыманни çинчен каларĕ. Эппин, вĕсем тĕлĕшпе сисчĕвленмелле - ахальтен пăрăнмаççĕ вĕт. Çакнашкал самант та пур: хăш-пĕр вĕренÿ заведенийĕн ертÿçисем хăйсен ачисен хушшинче наркотиксемпе усă куракансем пуррине йышăнасшăн мар. Паллах, хурине шурă пек кăтартас тени ку тĕслĕхре чăннипех хăрушă.
Тĕп хула ертÿçисене те итлерĕç. Мэри шкулсенче ачасене анкета çыртарса анлă ыйтăм йĕркелеме хатĕрленет - çакă тивĕçлĕ информаци пухма пулăшасса шанма пулать. Шупашкарта юлашки вăхăтра психикăна витĕм кÿрекен наркотик йышши хутăшсене сутакан вырăнсене тупса палăртман, вĕсене тĕп тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлени усă кÿнĕ. Анчах халь çавнашкал хутăшсене телефонпа шăнкăравласа, Интернет урлă вăрттăн сутасси вăй илнĕ. М.Игнатьев вара хула влаçĕсене каçхи кану учрежденийĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулма сĕнчĕ. Вĕсен хуçисем хăйсем патĕнче кам мĕн хăтланнине лайăх пĕлеççĕ вĕт. Администрацин çавнашкал клубсен хуçисене витĕм кÿмелли майсем çук тенипе вара килĕшме йывăр: «Вĕсем сирĕн пата тĕрлĕ документ, ирĕк ыйтма пыраççĕ - йĕркене пăснин çакнашкал тĕслĕхĕсене аса илтерни вырăнлă пулмалла».
Наркотикпе минренĕ хыççăн транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларакансем пирки уйрăм калаçу пулчĕ. Ку енĕпе чăрмавсем çук мар. Ятарлă лабораторире пĕлтĕр пĕтĕмпе 7,3 пин тĕрĕслев ирттернĕ, çав шутра 2,1 пин çынна наркотик тĕлĕшпе тĕрĕсленĕ. Ытларахăшне тĕрĕслеме ПАИ сотрудникĕсем илсе пыраççĕ. Анчах çын хăй тĕрĕсленме килĕшмерĕ тĕк тĕпчев ирттерме май çук иккен. Чăннипе вара лаборатори чылай ытларах тĕрĕслев ирттерме пултарать. Газоанализаторсем наркотиксен пилĕк тĕслĕхне кăна тупса палăртма пултараççĕ. Хроматограф вара çĕнĕ йышши наркотиксене те асăрхать, анчах тĕпчев питĕ хаклă. Акă мĕншĕн А.Самойлова ку енĕпе ПАИ штрафĕсен пĕр пайĕпе усă курни вырăнлă тесе шухăшлать: «Руль умне ÿсĕрле ларнăшăн илекен штрафсем муниципалитетсен бюджетне кĕреççĕ, анчах çав укçан пĕр пусĕ те сиплев учрежденийĕсене каймасть».
Тупăшăн ытти çăл куçĕ тапса тăман чухне штрафсене шанмалли çеç юлать-ши вара? Чăн та, М.Игнатьев апла шухăшламасть. Вăл ку енĕпе бюджетран укçа уйăрмашкăн сĕнÿсем хатĕрлеме хушрĕ. Унсăрăн айăплисемех яваплăхран пăрăнса юлма пултараççĕ-çке.
Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Федоров та çивĕч ыйтăва çĕклерĕ. Пĕлтĕр республикăра пулнă кашни 8 аварирен пĕриншĕн ÿсĕр е наркотиксемпе минренĕ водительсем айăплине çирĕплетнĕ. Транспорт хатĕрĕпе çула ÿсĕрле тухнăшăн 7 пине яхăн çынна явап тыттарнă, наркотиксемшĕн - 56 водителе. Тен, юлашкинчен асăннă йыш пысăкрах та пулатчĕ пуль, анчах çын наркотиксемпе усă курнине тĕпчекен лаборатори республикăра пĕрре кăна - Шупашкарта. Иккĕленÿ çуратнă çыннăн пробисене инçетри районсенчен те кунта илсе килме тивет - вăхăт иртет. Тĕпчев пынă /унăн кăтартăвĕсем уйăхран тин килеççĕ/, ĕç-пуçа суд тишкернĕ тапхăрта вара çын машинăпа çав-çавах çÿрет - хăрушлăх куç кĕрет. Акă мĕншĕн Олег Александрович Канашра, Çĕмĕрлере те çавнашкал лабораторисем кирли пирки сăмах пуçарчĕ.
Кирлĕ пуль-ха та - анчах ытла та хаклă-çке. А.Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - пĕр хроматограф 25 млн тенкĕ тăрать. Унпа усă курса ирттерекен кашни тĕпчев - 5 пин тенкĕ ытла. Çавна май, Алла Владимировна шухăшĕпе, çĕнĕ лабораторисем валли вăй çитмĕ, биологи пробисене Шупашкара илсе килесси чăрмавлă пулин те - пур пĕр йÿнĕрех. Шупашкарти лаборатори тулли хăватпа ĕçлеменнине /пĕлтĕр пĕтĕмпе те 1,5 пин тĕпчев ирттернĕ, чăннипе вара куллен 200-шер тĕпчев тума пулать/ шута илсен - пушшех. Тĕпчев кăтартăвĕсене уйăхран çеç илни вара министра тĕлĕнтерчĕ: «Тĕпчеççĕ те - кăтартăвĕсем çав кунах хатĕр-çке. Мĕншĕн уйăх кĕтмелле?» Апла тăк кунта ведомствăсен хушшинчи çыхăну çирĕпленменнин сĕмĕ те пур-тăр.
Пĕр сăмахпа, ĕçлемелли пайтах. Çав шутра - общество шухăш-кăмăлне наркомание хирĕç çавăрас енĕпе те. Хальлĕхе халăхра «шурă вилĕм» хăрушлăхне тивĕçлипе хаклани сисĕнмест-ха. Çакна республикăра ятарласа йĕркеленĕ ыйтăмăн ларура паллаштарнă кăтартăвĕсем те ĕнентереççĕ: респондентсен 11% кăна наркомание чи çивĕч ыйтусен шутне кĕртет. Малта - хваттер туянассипе, шалу пĕчĕккипе, çавнашкал ытти темăпа çыхăннă ыйтусем. Анчах çакна шута илесчĕ: çывăх çын наркотиксен тыткăнне лекрĕ тĕк - ун чух хваттер те, пысăк ĕç укçи те кирлĕ пулмĕ. Кая юлас марччĕ...
Николай КОНОВАЛОВ