18-ти тата 19 çулти каччăсем Шупашкарти пĕр «вăрттăн вырăнтан» тепĕр арçын хурса хăварнă 55 грамм гашиша илнĕ те тепĕр кунхине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен аллине лекнĕ. Ку кăçалхи çу уйăхĕнче пулнă.
Вырăс классикĕн Сергей Есенинăн пĕр сăввинче çак шухăша — «сахал çул тăрăх утрăм, мĕн чухлĕ йăнăш турăм» — палăртакан йĕркесем пур. Тепĕр поэт Александр Бестужев: «Хăв йăнăш тунине йышăнни — чи çÿллĕ шайри паттăрлăх», — тенĕ. Паллă çынсем каланă ăслă шухăшсем пĕр çамрăкпа тĕл пулнă хыççăн аса килчĕç. Костьăпа /ята улăштарнă. — Авт./ Шупашкарти республика наркологи диспансерĕнче курнăçрăмăр. Вăл унта наркоманирен сипленет. Каччă унăн тыткăнне епле çакланнине, пĕрре хăтăлса каллех лекнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.
450 грамм ытла наркотик упранă икĕ хĕре нумаях пулмасть суд тунă, вĕсене саккунлă мар майпа "спайс" сарнăшăн айăпланă.
Шупашкарта пурăнакан, 11-мĕш класра вĕренекен 17 тата 18 çулсенчи пикесем хура ĕçе явăçнине çирĕплетмешкĕн ЧР Следстви управленийĕ материал çителĕклĕ пухнă. Чиперккесем преступленисен 6 тата 7 эпизодне хутшăннине палăртнă.
Шупашкарта пурăнакан 26-ри каччă тĕлĕшпе приговор янăранă. Суд çамрăк арçынна 9 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çак тапхăра унăн çирĕп режимлă колонире ирттермелле пулĕ. Ку кăна мар, айăпланнăскерĕн 100 пин тенкĕ штраф та тÿлемелле.
Çамрăкскер саккун умĕнче мĕнле айăпа кĕнĕ-ха? Следстви палăртнă тăрăх, вăл 2 грамм наркотик хутăшĕ сутнă. Ку виçе самаях пысăк шутланать. Кунсăр пуçне çав арçын хăйĕн çуралнă кунĕнче юлташĕсене, 10 ытла çынна, наркотик хутăшĕпе «хăналанă».
Наркотĕрĕслев федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене «шанăç телефонĕ» преступниксен йĕрĕ çине ÿкме пулăшнă. Шупашкарта пурăнакан пĕр çын сисчĕвленсе шăнкăравланă.