Комментари хушас

14 Çу, 2015

“Шанăç телефонĕ” пулăшнипе

Наркотĕрĕслев федераци службин Чăваш Енри управленийĕн ĕçченĕсене «шанăç телефонĕ» преступниксен йĕрĕ çине ÿкме пулăшнă. Шупашкарта пурăнакан пĕр çын сисчĕвленсе шăнкăравланă.

Наркополицейскисем Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи çуртăн пĕр подъездĕнче наркотикпа «ÿсĕрĕлнĕ» икĕ çамрăка тытса чарнă. 20 çултискерсем Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ. Пĕри - Казахстан çынни. Çуртра пурăнакансене икĕ çамрăк хăйсене урăхла тытни сисчĕвлентернĕ. Наркополицейскисем вĕсене тĕрĕсленĕ май самай пысăк виçе наркотик хутăшĕ туртса илнĕ. Çамрăксене тытса чарнă. Вĕсене Уголовлă кодексăн 228-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнче каланипе килĕшÿллĕн айăплама, куншăн йĕплĕ пралук леш енне 10 çул таранах ăсатма пултарĕç. Халĕ наркотĕрĕслев ĕçченĕсем «синтетика» ăçтан килнине палăртас енĕпе ĕçлеççĕ.

Следовательсен тытса чарнă кашни çыннăн айăпĕ мĕн чухлĕ пулнине тĕпчеме тивĕ. Наркотĕрĕслев ĕçченĕсем халăх айккинче юлманни, кун пек тĕслĕхсене курсан çийĕнчех шăнкăравласа пĕлтерни пысăк пулăшу кÿнине палăртаççĕ. Управлени усăллă наркотиксем пулманнине, психоактивлă япаласене ăша яни япăххипе вĕçленнине тепĕр хут аса илтерет. Халăх шăнкăравласа пĕлтерни çын пурнăçне çăлма май пани пирки те манмалла мар. 8 /8352/ 23-01-00 «шанăç телефонĕ» талăкĕпех ĕçлет.

Галина КАЛИНИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.