11-мĕш класс пикисене айăпланă

1 Юпа, 2015

450 грамм ытла наркотик упранă икĕ хĕре нумаях пулмасть суд тунă, вĕсене саккунлă мар майпа "спайс" сарнăшăн айăпланă.

Шупашкарта пурăнакан, 11-мĕш класра вĕренекен 17 тата 18 çулсенчи пикесем хура ĕçе явăçнине çирĕплетмешкĕн ЧР Следстви управленийĕ материал çителĕклĕ пухнă. Чиперккесем преступленисен 6 тата 7 эпизодне хутшăннине палăртнă.

2014 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа кăçалхи январьччен шкулта вĕренекенскерсем Интернет урлă "спайс" туяннă. Ăна килте упранă, çавăн пекех хулара ятарлă вăрттăн вырăнсене кайса хунă. Кайран "спайс" туяннă палламан çынна кун çинчен электрон мелпе çырса пĕлтернĕ, наркотике сутма тĕллевленнĕ. Наркотĕрĕслевçĕсем киревсĕр шухăш тытнă хĕрсен çулне пÿлнĕ. Оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттерсе вĕсем 450 грамм "спайс" туртса илнĕ, вĕсенчен 213-шне - пĕрин, 243-шне теприн хваттерĕнче тупнă. Хĕрсем килте упраннă хутăшсене те сутма хатĕрленĕ.

Приговорпа килĕшÿллĕн, 18-ти хĕре - 6,5 çуллăха, 17-ри пикене 6 çуллăха условлă майпа ирĕкрен хăтарнă.

Алина ТИМОФЕЕВА.

Рубрика: