Кроссовкăри героин

23 Ака, 2015

Чăваш Енри наркотĕрĕслев управленийĕн ĕçченĕсем наркотик çулне уçма паман. Çак шухăшпа авăрланнă Таджикистан çыннине тытса чарнă. Вăл Чăваш Ене героин илсе килме палăртнă.

36 çулти арçын наркотикăн пĕр пайне кÿрсе килме хăтланнă. Ют çĕршыв çынни хăйне евĕр меслетпе усă курнă. Хайхискер кроссовка тĕпĕнче 130 грамм героин пытарнă. Анчах наркополицейскисем çав арçыннăн Мускавра тара илнĕ хваттерне ухтарнă чухне вăрттăн вырăнти наркотике тупнă.

Суд Таджикистан çынни айăплине палăртнă, ăна çирĕп режимлă колоние 12 çул та 10 уйăхлăха ăсатма йышăннă. Кунсăр пуçне унăн 400 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивĕ.

Рубрика: