Укçа пирки ĕмĕтленнĕ “пахчаçă”

23 Ака, 2015

Чăваш Енри пĕр агрофирма менеджерĕ яваплăха пĕлсе тăрсах пĕлтĕрхи çуркунне Сĕнтĕрвăрри тата Шупашкар районĕсенче икĕ çĕр лаптăкне кантăр акнă.

Хайхискер кĕркуннечченех акнă "çимĕçе" лайăх пăхнă. Ара, "пахчаçă" пысăк тухăç туса укçа ĕçлесе илме ĕмĕтленнĕ. Хушăран кантăра тĕрĕсленĕ вăл: тăррине касса типĕтнĕ. 2014 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕ тĕлне хайхискер 4 килограмм ытла марихуана пухса илнĕ. Пĕр пайне сутма ĕлкĕрнĕ вăл. "Бизнес" нумай аталанайман - "пахчаçа" тытса чарнă. Наркополицейскисем унăн хваттерне ухтарнă май наркотик хутăшне туртса илнĕ. "Плантацири" 1300 ытла кантăра тĕп тунă. Ку - вун-вун килограмм наркотик.

Суд кантăр ÿстернĕскере çирĕп режимлă колоние 7 çул çурăлăха ăсатма йышăннă.

Рубрика: