Амăшне те, юлташне те...

23 Ака, 2015

Наркотик амăшĕпе хĕрне те ырри патне илсе çитермен. Нумаях пулмасть Çĕмĕрле районĕн сучĕ Улатăрта пурăнакан 37 çулти хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе пăхса тухса ăна 17 çуллăха айăпланă. Ку пысăк срока вăл унччен те судпа айăпланнине шута илсе панă. 2013 çулта ăна наркотикпе çыхланнăшăн йĕплĕ пралук леш енне 14 çуллăха ăсатнă.

Айăпланнăскер хăй те опиум ушкăнĕнчи наркотиксĕр пурăнайман. Чăваш Енри тÿрленмелли пĕр колонире лараканскер телефонпа усă курса ку ĕçе амăшне, наркотик тутанакан юлташне явăçтарнă. Лешсем ирĕкре 37 çулти хĕрарăмăн хушăвĕсене пурнăçланă: Мускавра героин туянса Чăваш Ене илсе килнĕ.

Наркополицейскисем Мускавран килекен героин çулне, Шупашкара та, колоние те, хупнă. Çĕмĕрле районĕн сучĕ 37-ри хĕрарăмăн "ĕçтешĕсене" те йĕплĕ пралук леш енне ăсатнă. Пĕрин - 3, теприн 5 çул ирĕклĕх пирки ĕмĕтленмелли çеç юлать.

 

Рубрика: