Вăхăтлăх киленÿ чире куçать

7 Утă, 2016

Вырăс классикĕн Сергей Есенинăн пĕр сăввинче çак шухăша — «сахал çул тăрăх утрăм, мĕн чухлĕ йăнăш турăм» — палăртакан йĕркесем пур. Тепĕр поэт Александр Бестужев: «Хăв йăнăш тунине йышăнни — чи çÿллĕ шайри паттăрлăх», — тенĕ. Паллă çынсем каланă ăслă шухăшсем пĕр çамрăкпа тĕл пулнă хыççăн аса килчĕç. Костьăпа /ята улăштарнă. — Авт./ Шупашкарти республика наркологи диспансерĕнче курнăçрăмăр. Вăл унта наркоманирен сипленет. Каччă унăн тыткăнне епле çакланнине, пĕрре хăтăлса каллех лекнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ.

Пуян та, чухăн та йăнăшать

Костя Чăваш Енри хуласенчен пĕринче çуралса ÿснĕ. Тулли çемьерех çитĕннĕ вăл. Кил хуçипе мăшăрĕ — алă усса лараканнисен йышĕнчен мар, иккĕшĕ те ĕçлеççĕ.

— Эпĕ çав тери пуян çемьере çитĕннĕ тесе каламастăп. Çапах та аттепе анне мана, пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне, лайăх пăхса ÿстерчĕç. Нимĕнрен те татăк тăратман. Уйрăмах эпĕ çĕнĕ тумтир туянса панине юрататтăмччĕ. Аннене ĕçпе Шупашкара час-часах яратчĕç. Ун пек чухне манăн та аякра вырнаçнă тĕп хулана çитсе курма май килетчĕ, — ачалăх çулĕсене аса илчĕ Костя. — Атте-аннен мĕн пур юратăвĕ, вĕсен пушă вăхăчĕ мана çеç тивĕçетчĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.