Тусĕсене “хăналанă”
Шупашкарта пурăнакан 26-ри каччă тĕлĕшпе приговор янăранă. Суд çамрăк арçынна 9 çуллăха ирĕксĕр хăварма йышăннă. Çак тапхăра унăн çирĕп режимлă колонире ирттермелле пулĕ. Ку кăна мар, айăпланнăскерĕн 100 пин тенкĕ штраф та тÿлемелле.
Çамрăкскер саккун умĕнче мĕнле айăпа кĕнĕ-ха? Следстви палăртнă тăрăх, вăл 2 грамм наркотик хутăшĕ сутнă. Ку виçе самаях пысăк шутланать. Кунсăр пуçне çав арçын хăйĕн çуралнă кунĕнче юлташĕсене, 10 ытла çынна, наркотик хутăшĕпе «хăналанă».