Комментари хушас

15 Пуш, 2014

Пирĕн спортсменсем ‐ чи вăйлисем

Сочири Паралимп вăййисенче тупăшакан спортсменсен чăтăмлăхĕпе хастарлăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастпăр, çĕнтерÿ патне талпăнаканскерсем пур ăмăртура та хăюллă. Раççей йĕлтĕрçисемпе биатлонçисем пухмача 55 медальпе пуянлатнă.

Паралимп паттăрĕнчен Роман Петушковран тĕслĕх илмелли пурах. Тĕнчен тăватă хут чемпионĕ Сочире тăватă ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Эрне кун 36 çулти спортсмен 15 километрлă дистанцие пĕрремĕш вĕçлесе тепĕр "ылтăна" тивĕçрĕ. Унăн çитĕнĕвĕсемпе хавхаланнă юлташĕсем Григорий Мурыгинпа Александр Давидович пьедесталăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш картлашкисем çине хăпарчĕç. Тутарстан спортсменĕ Рушан Миннегулов йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕсенче икĕ хут палăрчĕ. Владислав Лекомцевпа Азат Карачурин биатлонçăсем те - чемпионсем.

Хĕрсен ушкăнĕнче Пушкăртстан пики Михалина Лысова пуринчен маттур, унăн 3 "ылтăн” тата 1 "кĕмĕл”. Вăл та йĕлтĕрçĕсемпе биатлонçăсен хушшинче лайăх кăтартусемпе палăрать. Челябинскри Алена Кауфманăн çитĕнĕвĕсем те курăмлă, вăл пухмача 3 наградăпа пуянлатрĕ. Сăрт-ту йĕлтĕрçи Александра Францева слалом енĕпе тупăшса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Елена Ремизова, Анна Миленина пире çĕнтерÿпе савăнтарчĕç. Эрне кун 12,5 километрлă дистанцире Светлана Коновалова финиша чи малтан çитрĕ.

Паралимп вăййисене пĕрремĕш хут хутшăнакан Раççей хоккеисчĕсем те пире тĕлĕнтерчĕç, тĕнчери чи вăйлă командăна парăнтарса финала тухрĕç. Паян вĕсем АПШ спортсменĕсемпе тĕл пулĕç. Ăнăçу вĕсене!


А.МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.