Комментари хушас

15 Пуш, 2014

Йăнăш турĕç - такăнтарчĕç

Монополипе кĕрешекен служба виçĕ çул каялла республикăри сунар лаптăкĕсене арендаторсене саккуна пăсса валеçнĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби вĕсемпе çирĕплетнĕ килĕшÿсене таттарас тĕллевпе ЧР Арбитраж судне тавăç тăратнă. Вăл чылайăшне, çав шутра Куславкка районĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Юрий ЗАБРАЕВ алă пуснине, пăрахăçланă.

- Эпир пĕр саккуна та пăсман, - терĕ Юрий Александрович. - Ăна 2009 çулта Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх служби пăхăнман: районти сунар вырăнне тара парассине маларах республикăн информаци хатĕрĕ урлă пĕлтермен. Вăл йăнăшнине пула пĕрлĕх шар курчĕ. Хытă тарăхрăмăр. ЧР Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе килĕшмерĕмĕр, Чул хулари, Владимирти, Мускаври судсене тавăç тăратрăмăр. Шупашкарсен йышăнăвне вĕсем те пăрахăçламарĕç. Пĕлтĕрхи çурла уйăхĕнче пĕрлĕх егерĕсем куллен сыхланă 46,6 пин гектар лаптăка пĕр çын пăхса тăракан, кашни кайăкçă усă курма пултаракан территорие куçарчĕç.

- Çур çулта унта мĕнле улшăну пулчĕ?

- Пирĕн суд ларăвĕсем - 1,8, кÿршĕсен 1-2 çула тăсăлчĕç. Тăватă-пилĕк лаптăка туртса илсен арендаторсем сунар хуçалăхне аталантарассишĕн инвестици хывма, вуннăшне салатсан чĕр чун йышне ÿстересси пирки шухăшлама пăрахрĕç. Сĕнтĕрвăрри арендаторĕсене пирĕнтен малтан лаптăксăр хăварчĕç - йĕрке пĕтрĕ. Унта çĕр-çĕр сунарçă кумрĕ: чĕр чун юлмарĕ. Вăрмар районĕнче юлашки хир сыснине персе вĕлернĕ.

- 2012 çул вĕçĕнче ăна 43 пуçа çитертĕмĕр тенĕччĕ. Малтан вăл мĕн чухлĕ пулнă тата халĕ миçе?

- Сунар вырăнне пĕрлĕхе париччен, 2009 çулта, 5-6 пуç çеçчĕ. Лаптăк хуçи республикăн Сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕччĕ. Лайăх пăхрăмăр, браконьерсенчен хÿтĕлерĕмĕр - кĕтÿ хăвăрт пысăкланчĕ. Халĕ 15 пуç кăна.

- Мĕншĕн нумай хухнă?

- Служба иртнĕ сунар тапхăрĕнче тăватă лицензи панине пĕлетĕп. Виççĕшпе усă курнă, пĕрне каялла тавăрнă. Эпир кĕтĕве хÿтĕлеме кайман. Пĕтĕм республикăран килнĕ вун-вун акарçă вăрманта, уй-хирте çÿрерĕ. Вĕсен лицензи, сунар удостоверенийĕ пулнă-ши? Пĕлместĕп. Манăн та, пĕрлĕх егерĕсен те документ тĕрĕслеме ирĕк çук. Сунарлăхра икĕ сысна юлашкине асăрхарăмăр.

- Йĕрке тума республикăн Сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин Вăрмарпа Куславкка районĕсенчи инспекторĕ вырăнтах-çке.

- Çапла. Анчах: «Куç курать те - шăл витмест», - теççĕ. Сунарçăсем, тен, лицензисĕрех хăвăрт чупакан юр ашансемпе çил-тăман кăларса çÿреççĕ. Çур çулта лаптăкра саккуна пăсакансене тăрă шыв çине кăларассишĕн пĕр рейд та ирттермен. Эпир çуллен темиçе йĕркеленĕ, унта полиципе пĕрлĕх егерĕсене явăçтарнă, протокол çырнă. Хам та чăтлăха çитсе тĕрĕсленĕ. Инспектор икĕ районти чĕр чун пурăнакан вырăна куллен çитсе çаврăнаймасть. Браконьерсенчен нумайăшĕ ăна асăрхасанах куçран çухалать. Инспектор хăваласа тытаймасть. Вăл чи кирлĕ ĕç хатĕрĕсĕр - юр ашансăр. Çăмăл автомашини пур-ха. Унпа çĕр типсен кăна вăрмана, улăх-çарана кĕрет. Пĕрлĕх хăнасене сысна тыттарса юр ашан туянмалăх укçа ĕçлесе илчĕ. Хĕлле вăл лаптăка кĕнĕ пăшаллă çынсен докуменчĕсене тĕрĕслеме пулăшрĕ. Пирĕн кашни егерь - çăмăл автомашинăллă. Кĕскен, эпир чĕрлĕхе инспектортан чылай лайăхрах хÿтĕленĕ.

- Сысна кĕтĕвне мĕнле пысăклатрăр?

- Уçланкăра апатлăх вырăн турăмăр, юпасем лартса тăррине витрĕмĕр. Юр ашан туяниччен хĕлле вăрмана тырă кутамккапа вун-вун центнер çитертĕмĕр. Кашни эрнере пĕрре сапса патăмăр. Тăрантакана часах хăнăхрĕç, апатпа пырасса кĕтсех тăчĕç. Вун сакăр çăвăр хĕл каçрĕ. Пысăк хуçалăх ун пеккине кĕр куннех тыттарса укçа тăвать. Тепĕр çул вăрман уççинче сĕлĕ акрăмăр. Сыснасем хĕл каçма вăй пухрĕç. Вăрмана юр тултарсан çĕр-çĕр мăшăр çăка милĕкĕ çыхса патăмăр. Техĕмлĕ-сĕтеклĕскерне пăши, сысна, мулкач питĕ килĕштерчĕ. Вĕсене - суланчапа, ăсана, хир чăххине хăйăр тата вĕт чул хутăшĕпе савăнтартăмăр.

- Пĕрлĕх тĕллевĕ мĕнлерехчĕ?

- Сысна йышне ÿстерсе, ăна укçалла тыттарса тупăш ытларах илессиччĕ. Килен-каян валли вăрманта пÿрт лартасшăнччĕ, унта мунча, çăвăнса тасалмалли, канмалли пÿлĕмсем тăвасшăнччĕ. Пĕвене темиçе пин лăкă /вĕт пулă/ ятăмăр. Апатлантарса çитĕнтерсен укçалла тыттарăпăр тенĕччĕ. Шел, ĕмĕте татрĕç.

- Служба аукцион ирттерсе туртса илнĕ сунар вырăнĕсене тепĕр хут валеçме палăртнă. Районти лаптăка каллех алла илес тĕллевпе унта Куславккасем хутшăнĕç-и?

- Ăна Мускаври е Хусанти бизнесмена партарас килмест. Вăл ярса илсен вырăнти сунарçăсемшĕн çул хупăнĕ. Пире Мускав е Хусан хакĕпе лицензи сĕнĕç - туянаймăпăр. Вĕсенчен пуянсем килме тытăнĕç. Кам укçа нумайрах хывать - çав çĕнтерет. Çакна пĕлетпĕр пулин те аукциона хутшăнатпăрах.

- Çухату тÿснĕ арендаторсем пурте кăмăлсăр. Хуçалăхсене аталантарма укçа чылай хыврĕç-çке. Вĕсене тăкак кăтартмасăр йăнăша тÿрлетме çукчĕ-ши?

- Килĕшÿсене татиччен сунар лаптăкĕсене виçсе, тĕпчесе пахаламалла, ку ĕçе пурнăçланине çирĕплетекен документсем хатĕрлемелле, вĕсене Мускавпа килĕштермелле пулнă. Лаптăксем нумай вăхăтлăха хуçасăр ан юлччăр тесе çакăн хыççăн тин аукцион ирттермеллеччĕ, вĕсене кивĕ арендаторсенчен илсе çĕннисене кĕске хушăра валеçмеллеччĕ. Çак тапхăр вăраха тăсăлчĕ - сунар хуçалăхĕсемпе объекчĕсене пысăк сиен кÿчĕ.


Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.