Комментари хушас

15 Пуш, 2014

ЧППУ студенчĕсем ‐ пĕрремĕш

Шупашкарти аслă шкулсенче вĕренекенсем пĕлÿ тĕнчинче ăслăлăх çулне те такăрлаççĕ, пултарулăх лаççинче те тăрăшаççĕ, спортпа туслисем тĕрлĕ ăмăртура хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕсем уйрăмах футболла выляма юратаççĕ. Хулара çулленех мини-футбол енĕпе йĕркелекен турнир вара вĕсем валлиех тейĕн. Нумаях пулмасть Шупашкарта вĕçленнĕ универсиадăра та палăрнă вĕсем. Г.Драндровпа А.Зайнетдинов тренерсем ертсе пыракан каччăсен команди пĕрремĕш вырăн йышăннă. Футболистсен пĕрремĕш çитĕнĕвĕ мар ку, турнирта пулас педагогсем тăваттăмĕш çул çĕнтерÿçĕ кубокне çĕнсе илеççĕ. Мала тухнăскерсем ака уйăхĕнче Чул хула облаçĕн Дзержинск хулинче иртекен федерацин Атăлçи округĕн аслă вĕренÿ заведенийĕсен спартакиадине хутшăнĕç. Ăмăртура хĕрсен командине те /сăн ÿкерчĕкре/ ăннă, пĕлтĕрхи пекех вĕсем пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарнă, чи сумлă наградăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ пикисем тивĕçнĕ.


А.ПЕТРОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.