Archive - Mar 2014

март 22nd

Кăçалтан ЧР Культура министерстви туризм ыйтăвĕпе те ĕçлеме пуçларĕ. Халĕччен çак отрасльшăн Физкультурăпа спорт министерстви яваплăччĕ. Вăл тинех тивĕçлĕ хуçине тупрĕ тенĕ пулăттăм. Çапла шухăшлама мĕн хистет-ха? Туризмпа культурăра пĕр пеклĕхсем чылай, çавăнпа та вĕсене пĕр «тĕвве» пухни лару-тăрăва лайăхлатма пулăшасса шанас килет. Тата ку ĕçшĕн министерствăра унчченхи пек пĕр çын çеç мар, тăваттăн яваплă.

Муркаш районĕнчи Сосновка ял библиотекине пырса кĕрсен тĕлĕнмелле лăпкăлăх та хăтлăх хуçаланнине туйса илетĕн. Вулавăш ĕçченĕн тивĕçĕ - çынсене кĕнекепе тивĕçтерни çеç мар, библиотека пирĕншĕн - чăннипех культура центрĕ. Акă паянхи пурнăçа сăнлакан кĕнеке куравĕсем вăхăт иртнĕ май улшăнсах тăраççĕ.

Тутарстанри йăхташсен юратнă хаçачĕ «Сувар» тухма пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Çавна май Хусанта пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта Тутарстанри чăвашла пичетленекен хаçат-журнал ертÿçисем хутшăннă. Çавăн пекех чăваш пичет кăларăмĕсен ĕçченĕсем валли семинар йĕркеленĕ. Асăннă мероприятисене «Сувар» хаçат, Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсем енĕпе ĕçлекен республика агентстви, «Татмедиа» АУО ирттернĕ.

Çак ятпа йĕркелекен конкурса чăваш поэзи никĕслевçи Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 тата ЧР вĕренÿ институтне уçнăранпа 80 çул çитнине, Раççейре тата Чăваш Енре ирттерекен Культура çулталăкне халалланă.

Пуш уйăхĕнче Юрий Гагарин 80 çул тултармаллаччĕ

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Восток» карап 108 минутра Çĕр тавра çаврăннă. Çĕр çине анса ларсан темиçе минутранах Юрий Гагарин космонавт ятне тĕнчипех пĕлнĕ.

«Вăл темĕн те тума пултаратчĕ»

Pages