Комментари хушас

22 Пуш, 2014

Тăванлăх кĕрекинче

Чăваш Енре иртекен Культура çулталăкĕн "арчине" Тăван çĕр-шывăмăрти культурăпа çыхăннă кашни организаци хăйĕн "ахах-мерченне" хума тăрăшать. Шупашкарти "Нарспи" клуб та "Салют" культура керменĕнче хăйĕн тараватлă та хаваслă кĕрекине тусĕсемпе тăванĕсене, ташă-юрă ăстисемпе пĕлĕшĕсене, клуба çÿрекен ача-пăчан ашшĕ-амăшне пухрĕ.

"Нарсписем" - пулас хÿхĕм пикесем, çавăнпа та клуб çулран çул хăйĕн йышне ÿстернинчен тĕлĕнер мар. Паян - ÿркенменнисен, маттуррисен тата ăнăçлă пулас текенсен вăхăчĕ. Ташă ушкăнĕсене çÿресе чиперуксем хăйсен йăрăс пĕвĕсене тĕрлĕ хусканупа тĕрĕс аталантараççĕ, килте те, шкулта та, урамра та хăйсене аслисемпе еплерех тытмаллине, мĕнлерех калаçмаллине вĕренеççĕ. Акă каллех хăйсен пултарулăхĕпе куракансене чун-чĕреренех савăнтарчĕç. Уява "Нарспи" юрăпа ташă ансамблĕпе /хормейстерĕ ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Иосиф Александров, балетмейстерĕ Елена Терехова/ "Сарпике" халăх ансамблĕ /балетмейстерĕ Алиса Лукина/ самаях илемлетрĕç. Клуб çумĕнчи тухăç ташшисен "Латифа" студие çÿрекенсем те ташă урлă хăйсен чун-чĕре черченлĕхне куракан патне илсе çитерчĕç. Чăваш халăх артисчĕ Иван Христофоров тата Полина Борисова юрăçсем, Лидия Сарине сăвăç - "Нарспин" çывăх тусĕсем. Вĕсем те кунта ташă тата юрă ăсталăхне туптаççĕ.

"Вăрманти пушарсем" ташă историйĕ пирки уйрăммăн пĕр-ик сăмах каламаллах. Вăл "Чечекленекен Чăваш Ен" илемлĕхпе экологи шоу проекчĕн пĕр пайĕ. Хăй вăхăтĕнче асăннă проект Республика Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илнĕ.

ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ирина Угаслова ертсе пыракан "Пĕр тăван Малинасем" эстрада ушкăнĕн юррисем те тăванлăх кĕрекине пухăннисене питĕ килĕшрĕç. Çак ушкăнăн солистки Елена Малина çак кĕтретлĕ кун хăйĕн аллă çулхи юбилейне халăхпа пĕрле паллă туни, концерта Пушкăртстанран ятарласа килнĕ юрăç Алена Савельева хутшăнни те уява пуянлатрĕ.

Чылай çул клубра вăй хуракан Алиса Лукина балетмейстер "Сарпике" ушкăна çÿрекен ача-пăчан кăмăлне илемлĕх туйăмĕпе чĕнтĕрлес тесе ÿркенмесĕр тăрăшнине те палăртса хăвармалла. Вăл ертсе пыракан ушкăнра 60 ытла ача ташă вăрттăнлăхне алла илет. Ансамбль халăхсен хушшинчи "Наци мăнаçлăхĕ" конкурсăн II степень лауреачĕ тата Раççей конкурсĕн "Ташă асамачĕн" I степень дипломанчĕ пулса тăнă.

Пĕлтĕр "Нарспи" хăйĕн 45 çулхи юбилейне паллă турĕ, 2011 çулта вара клуб Шупашкар хула конкурсĕнче "Тăван çăл куçсем" номинацире "Общество сумлăхĕ" ята тивĕçрĕ. Ăна 30 çул ертсе пыракан Лидия Малина-Константинова - ЧР халăх промыслисен ăсти, "Наци мăнаçлăхĕ" тата "Çăлтăр ушкăнĕ" конкурссен жюри членĕ.

Хÿхĕм те черчен "Нарсписем" - чăваш пуласлăхĕ. Аслисем паян вĕсене мĕнлерех воспитани панипе, хавхалантарнипе пирĕн малашнехи тăнăç пурнăç тачă çыхăннă.


Альбина ЮРАТУ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.