Ялшăн яваплă çын
Культура

Муркаш районĕнчи Сосновка ял библиотекине пырса кĕрсен тĕлĕнмелле лăпкăлăх та хăтлăх хуçаланнине туйса илетĕн. Вулавăш ĕçченĕн тивĕçĕ - çынсене кĕнекепе тивĕçтерни çеç мар, библиотека пирĕншĕн - чăннипех культура центрĕ. Акă паянхи пурнăçа сăнлакан кĕнеке куравĕсем вăхăт иртнĕ май улшăнсах тăраççĕ. Хальхи вăхăтра вулавăш ертÿçи Татьяна Степанова йĕркеленипе «Чăваш халăх культури», «Чечеклен, Муркаш ен!», /район 70 çул тултарнине халалланă/, «Тăван çĕр-шывăн паттăр ывăлĕсем», «Ал ĕç ăстисен академийĕ» куравсене кĕнекесем, тĕрлĕ альбом, буклет илемлĕн, палăртнă темăпа килĕшÿллĕн майлаштарса хунă. Кунта «Çул хыççăн çул», «Пирĕн шураппасем» стендсене вара халăх тĕррин эрешĕсем чăваш сĕмĕ кĕртеççĕ. Библиотекăна çÿрекенсем çавăн пекех пÿлĕмре ешерекен тĕрлĕ чечек чĕрĕлĕхне курса савăнаççĕ. Хăтлă та типтерлĕ пÿлĕм ял ĕçченĕн канăвне çÿллĕ шайра йĕркелеме пулăшать.

Ялти шкулта ĕçленĕ май эпĕ вулавăшра та, Т.Степанова ертсе пыракан Н.В.Никольский музейĕнче те час-часах пулатăп, çĕнĕ улшăнусене курсах тăратăп, кăмăла каякан кĕнекесем вара – ман чун киленĕвĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма та меллĕ, вĕсем - уйрăм шкап-сентресем çинче.

Нумаях пулмасть А.Павловскаян «Вĕрене шывĕ те пылак» кĕнекине илсе вуларăм, çакăн хыççăн çĕнĕ шухăшсем çуралчĕç. Манăн та Культура çулталăкĕнче хамăр тăрăхри чăваш чунлĕ хĕрарăм çинчен кĕскен те пулин çырса пĕлтерес килчĕ.

Кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлет Татьяна Зиновьевна, йывăрлăхсене ял çыннисемпе канашласа çĕнтерме майсем тупать. Шкул ачисене хăйĕн ачисем пек йышăнса тĕрлĕ мероприятие хутшăнтарать, çамрăк ăрăва тĕрлĕ енлĕ воспитани парас ĕçре Сосновкăри тĕп шкулти вĕрентекенсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Вĕрентекенсене ырă йăла-йĕркене, çемье, этем чысне упрама, аслисене хисеплеме чĕнет. Чи кирли вара – чăвашлăха упрасси, ĕлĕкрен пыракан ырă йăла-йĕркепе паянхи пурнăçра усă курасси. «Мухтанатăп хам чăваш пулнипе, чăвашăн çĕр-пин юрри-кĕввипе, çĕр-пин асамлă тĕррипе тата чĕкеç чĕлхи евĕр çепĕç чĕлхипе», - тет вăл.

Культура çулталăкне халалласа «Чăваш халăх культури» кĕнекесен куравне йĕркелерĕ. Тĕнче, Раççей, Чăваш Ен шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ уявсене те сумлăн палăртма тăрăшать. «Саламлатпăр сана, Олимпиада, Сочи - 2014» курав-викторина, музейра ирттернĕ «Чăваш халăхĕн тумĕ» мероприяти чăваш тата вырăс халăхĕсен культурисене упрассипе, малалла тăсассипе çыхăннă.

Музей çумĕнчи «Шураппа» клубăн членĕсем вара ачасемпе йĕркеленĕ тĕл пулăва хăйсен аллипе тĕрленĕ, вун-вун çултан та кивелмен кĕписемпе, чăваш тĕрриллĕ шурă тутăрĕсемпе, хăюсемпе илемлетнĕ саппунĕсемпе пычĕç. Вĕсем мар-и чăваш культурин чăн-чăн управçисем?

Кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрленет Т.З.Степанова, темиçе ăру çыннисене хутшăнтарть, тутлă чейпе, кукăльпе сăйлать. Акă иртнĕ çуркунне вăл «Çут çанталăк çÿпçинче тăван ен чи илемли» темăпа район шайĕнче «çавра сĕтел» ирттерчĕ. Унта шкул ачисем, вĕрентекенсем, районти тавра пĕлÿçĕсем, композиторсем хутшăнчĕç. Ачасен çак темăпа çырнă сочиненийĕсемпе паллашма та кăмăллă пулчĕ.

Çав хушăрах хăй кил ăшши пулнине те манмасть. Çемье çирĕплĕхĕ чи малтанах юратуран, тÿсĕмлĕхрен, килĕшÿпе ĕçченлĕхрен килнине асра тытса хăйĕнчен килнине пĕтĕмпех тăвать. Ачисем те ĕçченлĕхпе, сăпайлăхпа палăрса тăраççĕ. Виçĕ патвар ывăл çитĕнтерчĕç вĕсем юратнă мăшăрĕпе Леонид Васильевичпа. Улмуççинчен улми аякка ÿкмест тенĕ ваттисем. Пĕтĕмпех çемьерен тесшĕн эпĕ те. Татьяна Зиновьевнăн ашшĕпе амăшĕ - Зиновий Михайловичпа Вера Григорьевна Кутузовсем - пурнăçра та, ĕçре те яланах хастар пулнă, 6 ачине те аслă пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Килте яланах килĕшÿ тата çирĕп йĕрке хуçаланнине курса çитĕннĕ вĕсен аслă хĕрĕ Татьяна. Тен, çавăнпах пулĕ культура ĕçне суйласа илнĕ хăйĕн валли. 27 çул ĕнтĕ пĕр улшăнмасăр ертсе пырать вăл Сосновкăри вулавăша.

Илемлĕ чун-чĕреллĕ, ырă кăмăллă та пултаруллă культура ĕçченне 2008 çулта «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕç. Ăна Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Сосновка ял округĕн депутатне те суйланă. Çакăн пек çынсем пулсан ял пурăнать-ха, чăваш культури те сÿнсе лармасть.


Зинаида Антонова,

Муркаш районĕ,

Ваçкасси ялĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.