Archive - Mar 2014

март 22nd

Пушăн 16-мĕшĕнче Крымра референдум иртрĕ. Унта суйлавçăсен 96% ытла Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăларĕç. Иртнĕ ытлари кун Крым Республикипе Севастополь хули пирĕн çĕр-шывăн субÿекчĕсем пулса тăчĕç.

Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă художникĕн, чăвашсен профессионал ÿнер искусствин никĕслевçин Алексей Кокелĕн тăван çĕрĕнче, Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕнче, Халăхсен хушшинчи X Кокель вулавĕсем вĕçленчĕç.

Çĕмĕрлери хĕрарăмсен канашĕ кăçал «Чи лайăххи» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма хальхинче ятарласа çула тухрăмăр. Тĕрĕссипе, Çĕмĕрлесемпе туслă çыхăну пĕлтĕрех йĕркеленĕччĕ ĕнтĕ, хулари ашшĕсен канашĕ пирки те çырса кăтартнăччĕ.

Çĕмĕрлери 3-мĕш шкула шыранă май хула урамĕпе утакансене чăрмантарма тиврĕ. Çамрăк арçын: «Чăвашлах ăнлантарам-и?» - тесен савăннине пытармарăм. Ара, Çĕмĕрлере ытларах вырăссем пурăннине пĕлетпĕр-çке.

ЧР Патшалăх Канашĕн кĕçнерни кун иртнĕ черетлĕ ХХ сессийĕн кун йĕрки чăннипех анлă пулчĕ. Пĕтĕмпе икĕ теçетке ыйту, çав шутра 15 саккун проекчĕ. Апла пулин те тĕп вырăнта, паллах, республика Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2013 çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен тунă доклад пулчĕ.

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче «Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕн хаклавĕ» сасăлава хута янă. Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнчи ир тĕлне интернет-сасăлава 60 ытла çын хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

«Çавал» фольклор ушкăнĕн хаваслă юрри-кĕвви, чăваш кĕпи тата... монтажник каски /вăл хĕрсен илемне пачах та пăсмасть иккен/ тăхăннă пикесем - кунашкаллине режимлă объектра, электростанцире, куллен кураймăн. Сăлтавĕ те пур çав: Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш ТЭЦра кĕçнерни кун 80 МВт хăватлă çĕнĕ турбоагрегата хута ячĕç. Юлашки теçетке çурă çул хушшинче республикăри пĕр энергообъектра та çакăн пекки пулман - кунпа шайлашуллă пысăк проектсене ас тумастăп.

Экватор хыçа юлчĕ

Чăваш Енри кайăксемпе туллин паллаштаракан кĕнеке пур-и? Хамăр тăрăхри çунатлă туссем пирки питĕ пĕлес килет. Анчах кăмăла тивĕçтерекен материал тупаймастăп.

С.АНИСИМОВ.

Элĕк районĕ.

Нумаях пулмасть "Чăваш Республикинчи кайăксем. 1 том" монографи кун çути курчĕ. Шел те, кĕнеке хальхи вăхăтра çак темăна çутатакан пĕрремĕш тата пĕртен пĕр ăслăлăх кăларăмĕ шутланать.

Pages