Archive - 13 Пуш, 2014

13 Пуш, 2014

Сывлăх" /Здоровье/, / 10 /775/, 13. 03. 2014

13 Пуш, 2014

"Сывлăх", 10 /775/ /, 137 03. 2014

  •  •Виçине пĕлсен пан улми вăрри те усăллă.
  •  •Чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ пăсăлсан.
  •  •Ангинăран - энĕç вăррипе.
  •  •Алоэне авалах пысăка хурса хакланă.
  •  •Псориазпа кĕрешекен маçсем.
  •  •Чĕрĕ çăмарта шуррипе.
  •  •Ÿт чирне сăвăс пуçарать.
  •  •Мăйăр çиес килсен пахине суйлăр.
  •  •Хăлха шыççинчен - килти мелсемпе.
  •  •Вăй кĕртекен шĕвексем.
  •  •Кашниех донор пулаймасть.
  •  •Паланпа катăркас пулăшаççĕ.
  •  •Тикĕтлĕ сĕт витĕмĕпе.
  •  •Куç ывăнсан.
  •  •Мышца час-часах хытать.

13 Пуш, 2014

Шырăр, çырăр, ÿкерĕр, хутшăнăр та çĕнтерĕр!

«Кĕнеке – паха тупра, ăна упра. Кĕнекепе туслашсассăн ăс пухатăн», – тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Ку сăмахсем паян та кивелмен. Паллах, компьютер пĕлĕвĕ те питĕ кирлĕ. Анчах ачана кунашкал кăткăс техникăпа паллаштариччен, кирлĕ информацие çăмăл мелпе шырама вĕрентиччен малтан кĕнекепе туслаштармалла. «Мĕншĕн?» – тесе тĕлĕнетĕр-и? Ара, шăпах кĕнеке çамрăка шухăшлама, илемлĕ те яка калаçма, тĕрĕс çырма хăнăхтарать; асамлă та хăйне евĕрлĕ тĕнчене ертсе кĕрет; пулăмсене хак пама, анлăрах курма май парать.

13 Пуш, 2014

«Пичче, эсĕ хальхинче те «5» паллă илетĕнех!»

Дима Золотаревшăн пурнăçра вĕренÿ пĕрремĕш вырăнта. Пур предмета та юратать вăл, çапах та чи çывăххи те, юратни – математика. Задача е уравнени шутласси уншăн çав тери çăмăл. Темĕнле кăткăс хăнăхтарусене те самантрах парăнтарать.

13 Пуш, 2014

«Юрăç мар, юрист пулăп!»

«Юрă вăл – пурнăç. Унсăр эпĕ пĕр кун та ирттерейместĕп. Тата вăл – чи лайăх сиплевçĕ, куллен сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать», – тет Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси ялĕн пултаруллă ывăлĕ Владислав Жуков.

13 Пуш, 2014

Пиччĕшĕнчен тĕслĕх илме тăрăшать

Кашни çулах Патăрьел тăрăхĕнче паллă поэтсен вулавĕсем иртеççĕ. Раиса Сарпи, Геннадий Айги, Митта Ваçлейĕ ячĕпе иртекен мероприятисенче чăвашлăхшăн çунакан, тăван чĕлхене чун-чĕререн юратакан шкул ачисем тĕрлĕ поэтпа автор сăввисене вулаççĕ. Айги вулавĕсем хальхипе саккăрмĕш хут иртрĕç.

13 Пуш, 2014

Паттăрсем манăçмаççĕ…

Пирĕн республикăра çеç мар, Раççей Федерацийĕнче те интернационалист-салтаксене сума суса асăну кунĕ ирттереççĕ. Совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа кăçал 25 çул çитрĕ.

13 Пуш, 2014

Вĕрентекен, санăн яту сумлă!

Ĕнер кăна чупаттăмăр шкула… Çав асамлă вăхăт сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Ялти шкул та çавах, пирĕн учительсем те пур, анчах ачасен йышĕ çеç чакнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90 çулĕсенче Пуянкассинчи вăтам шкулта 300 яхăн ача ăс пухнă пулсан, паян кунта (пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта) вĕренекенсен йышĕ 70 патне кăна çывхарать.

13 Пуш, 2014

«Эпĕ пĕлетĕп чăвашла»

Çавнашкал юрлаççĕ Йĕпреç районĕнчи Березовка шкулĕн ачисем. Ара, вĕсен гимн-çке вăл! Эсир «Çумăр çăвать ман çине» юрра пĕлетĕр вĕт? Кĕвви çавнашкал, сăмахĕсем çеç урăхла. Хăш чухне урокра хăнăхтарусем пурнăçласа ывăнни те пулкалать, тепĕр чухне савăнăçлă кăмăл-туйăм, класра вара гимн янăрать:

Pages