Комментари хушас

«Кĕнеке – паха тупра, ăна упра. Кĕнекепе туслашсассăн ăс пухатăн», – тенĕ мĕн ĕлĕкрен ваттисем. Ку сăмахсем паян та кивелмен. Паллах, компьютер пĕлĕвĕ те питĕ кирлĕ. Анчах ачана кунашкал кăткăс техникăпа паллаштариччен, кирлĕ информацие çăмăл мелпе шырама вĕрентиччен малтан кĕнекепе туслаштармалла. «Мĕншĕн?» – тесе тĕлĕнетĕр-и? Ара, шăпах кĕнеке çамрăка шухăшлама, илемлĕ те яка калаçма, тĕрĕс çырма хăнăхтарать; асамлă та хăйне евĕрлĕ тĕнчене ертсе кĕрет; пулăмсене хак пама, анлăрах курма май парать.

Çемйипех пуçтарăнса пĕр-пĕр хайлава шĕкĕлченине, кайран ăна сÿтсе явнине нимĕн те çитмест. Ку тавра курăма та анлăлатать, аслисемпе кĕçĕннисем хушшинчи çыхăнăва та çирĕплетет. Эппин çак ырă йăлана пăрахăçлама кирлĕ мар. Çавăнпа та Чăваш кĕнеке издательствипе «Тантăш» хаçат сире, юратнă тантăшăмăрсем, çулсеренех иртекен «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» (Чувашская книга. Юные таланты) конкурса хутшăнма йыхравлаççĕ. Унăн тĕллевĕсем нумай енлĕ: çамрăк вулавçăсене чăваш литературипе кăсăклантарасси, ача-пăчан, яш-кĕрĕмпе хĕр упраçăн пултарулăхне аталантарасси, вĕсен чунĕнче патриотизм, тăван ене хаклас туйăмсене чĕртесси.

Ăмăртăва Чăваш Ен шкулĕсенчи вĕренекенсем çеç мар çĕр-шывăмăрти ытти регионĕнче пурăнакансем те хутшăнма пултараççĕ. Конкурс пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче пуçланчĕ те ĕнтĕ. Эсир 6–18 çулта тăк ĕçĕрсене паянах хатĕрлеме пуçлăр. Вĕсене 2014 çулхи çу уйăхĕч- чен çеç йышăнаççĕ. Палăртнă вăхăтран каярах килнисене пăхса тухмаççĕ.

«Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс кăçалхипе пиллĕкмĕш хут иртет ĕнтĕ. Çавна май йĕркелÿçĕсем номинацисен шутне те ÿстернĕ. Унчченхи иккĕшĕнсĕр пуçне тата виçĕ çĕнĕ номинаци кĕртнĕ. Акă вĕсем:

• «Интереслĕ кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх сочинени е калав;

• «Манăн юратнă сăнар», «Юратнă тăрăхăм», «Манăн юратнă кĕнеке» темăсемпе тунă чи лайăх ÿкерчĕк;

• «Вулама сĕнетĕп!» темăпа хатĕрленĕ чи лайăх плакат, буклет, листовка, открытка е календарь (вулавăн пĕтĕмĕшле е кăмăла кайнă кĕнекен реклами);

• «Ача аллипе хатĕрленĕ кĕнеке» – вĕренекен хăй çырнă сăвви-калавĕнчен е заметки-очеркĕнчен тăракан алăпа ăсталанă кĕнеке. Унăн хуплашкийĕ, титул листи, ячĕ пулмалла; кăларăма ÿкерчĕк-семпе илемлетмелле; кĕскен автор, ÿнерçĕ пирки хыпарламалла;

• «Çемьен чи лайăх тусĕ – кĕнеке» темăпа çырнă чи лайăх эссе – кĕнекен этем тата çемье пурнăçĕнчи вырăнĕ пирки.

Çулне-ÿсĕмне кура çĕн- терÿçĕсене виçĕ ушкăнра палăртĕç:

– кĕçĕннисем (6–12 çултисем);

– вăтам ÿсĕмрисем (13–15 çултисем);

– аслăраххисем (16-18 çултисем).

Ĕçсене 2014 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕччен çак адреспа ярса памалла: 428019, Шупашкар хули, И.Яковлев прос-пекчĕ, 13-мĕш çурт, 702 е 713-мĕш пÿлĕм, «Чăваш кĕнеке издательстви». Конверт çине «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе çырсан аванрах.

Ытти самантсене те шута илĕр: иккĕн е пысăкрах йышпа хатĕрленĕ ĕçе пăхса тухĕç, анчах çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртмĕç. Çавăн пекех хутшăнаканăн пĕр ĕçрен ытлашши тăратма юрамасть; эппин, номинацие тĕплĕн суйламалла. Материалăн оригиналлă та çыпăçуллă пулмалла. Халиччен пичетленсе тухнă кĕнекесенчен пăхса ÿкернĕ ÿкерчĕксене хакламаççĕ жюри членĕсем. Сочинение, калава, эссене чăвашла та, вырăсла та çырма юрать. Заявкăна аяларах кăтартнă йĕркепе типтерлĕ те тĕрĕс, пичет сас паллийĕсемпе тултармалла.

Сочинени е калав валли:

Тема: «Интереслĕ кĕнеке».

Хутшăнаканăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

Хутшăнаканăн çуралнă дати:

Шкулăн, вĕренÿ учрежденийĕн тулли ячĕ, номерĕ:

Класс:

Килти адрес:

e-mail:

Телефон номерĕ:

Ертÿçĕн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ:

Ертÿçĕ телефонĕн номерĕ, e-mail:

Хайлава хăш кĕнеке тăрăх çырнă (авторĕ, кăларăмăн ячĕ, хăçан тата ăçта тухни):

Ӳкерчĕк валли:

Тема (кирлине палăртмалла, аялтан туртмалла): «Манăн юратнă сăнар», «Юратнă тăрăхăм», «Манăн юратнă кĕнеке»).

Ыттийĕ – çÿлерех кăтартнă евĕрех.

Вĕçĕнче – ÿкерчĕке хăш кĕнеке тăрăх тунă (кăларăмăн ячĕ, авторĕ, хăçан тата ăçта тухни):

Ытти номинацисемпе те çакăн евĕрлех тултармалла. Тĕплĕнрех информацие Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче çак адреспа тупма пулать: www.chuvbook.ru («Конкурсы, акции» пайра).

Малтанхи 50 хутшăнакан ятарлă сертификата тивĕçĕ. Чи хăйне евĕрлĕ те ăста ĕçсен хуçисем çĕнтерÿçĕсем пулĕç. Вĕсене Чăваш кĕнеке издательствин парнисем кĕтеççĕ. Маттур та пуçаруллă вĕренекенсен ертÿçисем те хавхалантару хучĕ илĕç. Пĕтĕмлетÿсем 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн паллă пулĕç. Вĕсене «Тантăш» хаçатра та, издательство сайтĕнче те кăларĕç. Пурне те ăнăçу сунатпăр! Шырăр, çырăр, ÿкерĕр, хутшăнăр та çĕнтерĕр!

Ольга ИВАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.