Комментари хушас

13 Пуш, 2014

«Эпĕ пĕлетĕп чăвашла»

Çавнашкал юрлаççĕ Йĕпреç районĕнчи Березовка шкулĕн ачисем. Ара, вĕсен гимн-çке вăл! Эсир «Çумăр çăвать ман çине» юрра пĕлетĕр вĕт? Кĕвви çавнашкал, сăмахĕсем çеç урăхла. Хăш чухне урокра хăнăхтарусем пурнăçласа ывăнни те пулкалать, тепĕр чухне савăнăçлă кăмăл-туйăм, класра вара гимн янăрать:

«Шăппăн ларăр, шăппăн ларăр,
Шăппăн ларăр урокра.
Эп вулатăп, эп çыратăп,
Калаçатăп чăвашла."
 

Березовкăри тăхăр класлă шкулта чăвашсем те, вырăссем те, ирçесем те туслă çемьери пек пурăнаççĕ. Ачасене вара Алина Михайловна Алексеева вĕрентекен чăваш чĕлхи урокĕ уйрăмах пĕрлештерет. Унăн урокĕ-сенче кашни ача, чăваш-и, вырăс-и вăл е ирçе-и, чăвашла калаçассишĕн çунать, хăпартланса сăвă вулать...

– Кашни манăн уроксене юратать. Сисетĕп çакна, – йăл кулать Алина Михайловна. – Унччен маларах «Каллех çак чăваш чĕлхи урокĕ» текен вырăс ачисем те пурччĕ, халĕ вара вĕсем те пĕр сиктермесĕр çÿреççĕ, тăрăшса вĕренеççĕ.

Тăрăшса вĕренмесĕр. Ара, чăваш чĕлхи кабинетĕн-че мар, чăн-чăн музейра ларнăн туятăн хăвна. Алина Михайловна пÿлĕме чăвашлăхпа çыхăннă япаласемпе илемлетнĕ-çке. Кунта сурпанĕ те пур, çăпати те хăй вырăнĕнче çакăнса тăрать. Сăн ÿкерчĕксенче наци тумне тăхăннă чăваш ачисем йăл кулаççĕ.

– Çак сурпансене манăн кукамай тĕртнĕ. Анне вĕсене арчара усратчĕ. «Арчара выртсан вĕсене никам та кураймĕ», – терĕм. Парса ярасшăн пулмарĕ вĕт. Ӳкĕте кĕртрĕмех. Ачасем курса савăнччăр, историе, культурăна пĕлччĕр. «Чăваш кĕтесĕ» теççĕ вĕсем сурпансем çакăнса тăракан вырăна, – сăмах çăмхине сÿтрĕ чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Тахăш вăхăтрах пÿлĕмре чăвашлăхшăн çунакан арçын ачасемпе хĕр ачасем пухăнчĕç. Хăшĕн ашшĕ е амăшĕ вырăс е ирçе, теприсен ашшĕ те, амăшĕ те вырăс, çапах пуриншĕн те чăваш чĕлхи тăван чĕлхепе пĕр танах.

– Илемлĕ чĕлхе, çемçен илтĕнет. Епле хитре янăрать вăл! – палăртать Алеша Крайнов. Унăн ашшĕ вырăс, амăшĕ вара – ирçе. Арçын ача кашни кун тенĕ пекех библиотекăна чăваш кĕнеки вулама васкать. Хальхинче те парта çинче сăвăсен пуххи выртать.

– Тăрăшуллă ача, чăваш чĕлхипе интересленет. Уроксенче ыйту çине ыйту парать, яланах çĕннине пĕлесшĕн, – мухтать Алешăна Алина Михайловна.

Тăваттăмĕш класри Женя Романов та каламасăр чăтаймарĕ:

– Эпир юратнă вĕрентекен урокĕсенче çыратпăр, халăх юррисене юрлатпăр, – терĕ.

Пĕрле вĕренекен Алена Краснова та Женьăран юлас темерĕ, «Илемлĕ чăваш юрри» юрра шăнкăр-шăнкăр юхакан шыв евĕр шăрантарчĕ. Тĕлĕнсе хытса кайма пулать. Алена пĕр-пĕр эстрада юрăçи пекех туйăнчĕ. Чăннипех те илемлĕ-çке чăваш кĕвви-такмакĕ...

– Пирĕн шкул вырăсларах. Апла пулин те нихăш ача та чăваш чĕлхине вĕренессишĕн кутăнлашмасть. Мĕн вăй çитнĕ таран чăвашлăха юратма хăнăхтаратăп, патриотика темипе çыхăннă сăвăсене вĕренме паратăп. Акă Саша Гордеевах илер. Хăйне чăн-чăн артист пекех тытать. Сăвăсене хăпартланса вулать, – ачасемпе паллаштарчĕ Алина Михайловна Алексеева.

Артист пулма çуралнă

Арçын ачапа калаçу пуçартăмăр. Тăххăрмĕш класра вĕренекенскер Красная Заря ялта пурăнать. Ирхине шкула автобуспа çÿрет, вĕренÿ хыççăн вара çуран утать. Ултă çухрăм!

– Часах экзаменсен вăхăчĕ те, шкулпа сыв пулашмалли самант та çитет. Кунтан кайсан пире ырăпа çеç асăнччăр тесе тăрăшатпăр. Эпĕ вун пĕр класс вĕренсе пĕтересшĕн, çавăнпа урăх шкула кайма тивĕ, – пĕлтерчĕ Саша.

Класра староста тивĕçне пурнăç-лаканскер шкулта иртекен мероприятисене пĕрне те сиктермест. Ытларах вара спектакльсенче тĕп рольсене шанса параççĕ ăна. Пĕррехинче юмахра вылянăскере районтан килнĕ хăнасем те мухтанă. "Халĕ те ырăпа асăнаççĕ Сашăна", – тет Алина Михайловна.

Артист пулмах çуралнă пулĕ Саша Гордеев. Калаçнă чухне те хутран-ситрен шÿтлекелет.

– Эпĕ савăк кăмăллă çын, çапах та хăш чухне вара шухăшлăрах. Кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлама тăрăшатăп, – йăл кулать арçын ача.

Саша маттур пулнишĕн ăна учительсем те, Березовка шкулĕнче вĕренекен кашни ача хисеплеççĕ.

– Саша виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухнех пĕррехинче "Алина Михайловна, ÿссен эпĕ бизнесмен пуласшăн, ун чухне эсир ватăлатăр ĕнтĕ, сире вара машинăпа лартса çÿрĕп, " – тенĕччĕ. Çавăн чухнех кулса ирттерсе янăччĕ, – йăл çиçет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Саша кĕçĕн класрах çĕр-шыва юрăхлă çын пулма палăртса хуни курăнать-ха. Ĕмĕтсем çунатлă, вĕсем пурнăçланччăрах.

Хăйĕн кушакĕсене те çăвать

Алина Михайловнăн кĕçĕн хĕрĕ Даша саккăрмĕш класра вĕренет. Асли вара Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче çăмăл атлетика класĕнче ăсталăха ÿстерет. Даша та аппăшĕ пекех маттур пулма ăнтăлать. Ытти хĕр ачапа пĕрле вăл ялти библиотекăра уçнă ал ăстисен кружокне те çÿренĕ. Вĕсем сумкăсем те, шкатулкăсем те, жилеткăсем те çыхнă. Хĕр ачасен хăш-пĕр ĕçĕ чăваш чĕлхи кабинетĕнче те вырăн тупнă.

Даша чĕр чунсене юратнине пĕлтерчĕ. Унăн килĕнче Тузикпа Лапуля кушаксем тата Грызли йытă пурăнать. Хĕр ача кушакĕсене мунчара та çăвать иккен. Çулла вара йыттине пулă тытма илсе каять. Пушă вăхăтра Даша ÿкерет.

– Эпĕ те ÿкерме юрататăп, хĕрĕм те хама хывнă пулас, – тет Алина Михайловна.

Даша çемйи çинчен те кăшт каласа кăтартрĕ.

– Манăн атте мордва. Вăл чăвашла калаçсах каймасть пулин те, чăваш юррисене итлеме кăмăллать. Уйрăмах Александр Васильев репертуарĕн-чи юрăсене. "Сар-сар тюльпансем" сăмахĕсене пăхмасăр пĕлет, кашни уявра шăрантарать вăл ăна. Пирĕн çемьере пĕр йăла пур: Мăн кунра эпир асанне патне, Çимĕк-ре вара кукамай патне хăнана çÿретпĕр, Çĕнĕ çула вара пурте пĕрле ирттеретпĕр, – йăл кулать Даша Алексеева.

Сăн ÿкерĕнме юратаççĕ

Вика Федоровăпа Галя Васильева – уйрăлми туссем. Иккĕшĕ те Березовка шкулне Орел ялĕнчен çÿреççĕ. Тăххăрмĕш класра вĕренекен Галя шкул хыççăн педагогика колледжне вĕренме кĕресшĕн.

– Чăваш-вырăс тексчĕсене аван куçарать, – сăмах хушрĕ Алина Михайловна.

Хĕр ача пушă вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать. Вăл юрлама, ташлама кăмăллать. Кĕленче çинче ÿкерме те ăста Галя. Викăпа иккĕшĕ питĕ сăн ÿкерĕнме юратаççĕ иккен. Саккăрмĕш класра вĕренекен Вика вара ишме кăмăллать. Районти ăмăртусене пĕрре мар хутшăннă. Хальхинче вăл иккĕмĕш вырăна тухма та пултарнă. Пушă вăхăтра хĕр ача çыхма, вак-тĕвекрен илемлĕ япаласем ăсталама кăмăллать.

Настя Овчинникова вара сăн ÿкерме маçтăр. Вăл ăста фотографсем пекех пулма ăнтăлать. Чылай чухне фотоаппаратпа çут çанталăка ÿкерет. Чăн-чăн чун киленĕçĕ вара – вак-тĕвекрен япаласем ăсталасси, çыхасси. Вăл тăмран та тĕрлĕ япала калăплать. Унччен çак енĕпе шкулта кружок та пулнă.

– Манăн анне ялта фельдшерта ĕçлет, эпĕ те ун пек пуласшăн, – пĕлтерчĕ саккăрмĕш класра вĕренекен Настя.

Кĕнеке тĕнчин тусĕсем

"Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ" тени тĕрĕсех çав. Вăл пурнăçпа тан утма, çĕннине пĕлме чылай пулăшать. Тăххăрмĕшĕнчи Наташа Тимофеевăпа Таня Рябова, саккăрмĕшĕнчи Саша Игнатьева кĕнекесĕр пĕр кун та ирттермеççĕ. Наташа сăвă вулама çеç мар, пăхмасăр калама та ăста. Уйрăмах вăл Петĕр Хусанкай çырнисене кăмăллать. Таня вара илемлĕ литература произведенийĕсене "шĕкĕлчеме" кăмăлланăран тăххăрмĕш класс хыççăн литература предмечĕпе экзамен тытасшăн. Кĕнеке вуланисĕр пуçне хĕр ача шашка-шахматла выляма та вăхăт тупать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл районта шашкăлла выляса пĕрремĕш пулнă. Александра вара детектив жанрĕпе çырнă кĕнекесене кăмăллать. Конкурссене те хутшăнма тăрăшать вăл. Ăслăлăх конференцийĕнче акăлчан чĕлхипе çыхăннă ĕç хатĕрлесе виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Арçын ачасем пулăшма хатĕр

Березовка шкулĕн арçын ачисем питĕ ĕçчен те маттур. Саккăрмĕш класра вĕренекен Вася Соловьевах илер.

– Çулла, кĕркунне... Хăçан пăхан – Вася яланах пахчара ĕçлет, – арçын ачана ырлать Алина Михайловна. – Амăшне пулăшать, япала çума та ÿркенмест.

Тăххăрмĕшĕнчи Витя Иванов вара техникăна юратать.

– Часрах водитель правине илесчĕ, – тет вăл савăнăçлăн та шухăшлăн.

Унăн ашшĕ инженер та, бригадир та. Çуллахи вăхăтра Витя колхозра тăрăшать, ашшĕне пулăшать. Выльăх- чĕрлĕх пăхать, утă пуçтарнă çĕрте ĕçлет. Кĕркунне ыттисемпе пĕрле тырă типĕтет. Иртнĕ кĕркунне çакăншăн колхоз председателĕ Витьăна Хисеп хучĕпе укçа парса та хавхалантарнă.


Çавнашкал хастар та пултаруллă ачасем вĕренеççĕ Березовкăра.

– Вăрманпа киленсе пурăнатпăр, вăл пире вăй парса пырать, пĕтме памасть. Петĕр Хусанкай калашле "Эпир пулнă, пур, пулатпăр!", – çирĕплетет Алина Михайловна.

Тĕрлĕ халăх ачисем чăваш чĕлхине тăван чĕлхепе пĕр танах юратни питĕ тĕлĕнтерчĕ. "Концертра вырăс хĕр ачисем чăваш ташшине ташларĕç, амăшĕсем вара савăнăç куççулĕ кăлармасăр чăтаймарĕç," – пĕлтерчĕ мана вĕрентекен. Эппин, Березовкăра, чăн та чăваш чĕлхи пĕтмест-ха, вăй илсе пырать çеç. Ăна аталантараканĕ вара – Алина Михайловна Алексеева. Çутă малашлăха шанакансем пур чухне ĕмĕте пурнăçа кĕртме те çăмăл-çке.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.