Комментари хушас

13 Пуш, 2014

«Пичче, эсĕ хальхинче те «5» паллă илетĕнех!»

Дима Золотаревшăн пурнăçра вĕренÿ пĕрремĕш вырăнта. Пур предмета та юратать вăл, çапах та чи çывăххи те, юратни – математика. Задача е уравнени шутласси уншăн çав тери çăмăл. Темĕнле кăткăс хăнăхтарусене те самантрах парăнтарать.

– Светлана Витальевна Аверьянова урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Унăн кашни сăмахĕ маншăн пĕлтерĕшлĕ. Математика кĕнекине кунĕпех тытса ларма хатĕр эпĕ. Пĕрле вĕренекенсене те яланах пулăшма ухута. Йывăрлăха кĕрсе ÿксен пĕр турткалашмасăрах алă паратăп, – тет улттăмĕш класра вĕренекен мал ĕмĕтлĕ арçын ача.

Пур çĕрте те пултаруллă пулнăран тус-юлташĕ Димăна хисеплет, юратать. Нумайăшĕ ун пек хастар пулас тесе тăрăшать.

Халĕ çуллана чăтăмсăррăн кĕтет арçын ача. Акă нумай пулмасть вăлти куç тĕлне пулчĕ те, ăна алла илмесĕр чăтаймарĕ.

– Вăхăт çитĕ те эпир санпа пĕве хĕрринчен татăлмăпăр. Иртнĕ çулхи пекех мана пулă витрине тултарма пулăшасса шансах тăратăп. Ас тăватăн-и, пĕр кунхине эсĕ тăрăшнипе вăтăр пулă туртса кăлартăм пĕверен. Килтисем мĕн тери савăнчĕç ун чухне. Ăшаларăмăр та, типĕтме те çакса хутăмăр. Кушаксене те хăна турăмăр. Кайран мăр-мăрсем хăма çинче пичĕсене кăмăлтан çуса ларчĕç, – терĕ Дима вăлтине каялла вырăнне хунă май.

...Ыран математика предмечĕпе тĕрĕслев ĕçĕ пулмалла. Дима ăна тăрăшса хатĕрленет. Акă шăллĕ Святослав чупса пычĕ те аллинчи кĕнекине ун еннелле тăсрĕ, вуласа пама ыйтрĕ.

– Ах, хальлĕхе мана ан кансĕрле-ха, пушансанах иксĕмĕр ларăпăр. Манăн ыран тĕрĕслев ĕçне «5» паллăлăх çырмалла. Çавăнпа вăхăт çукрах, – самантрах асăрхаттарчĕ вăл шăллĕне.

Святослав пиччĕшне çур сăмахранах ăнланчĕ, кĕнекине хупса хучĕ те айккинелле пăрăнса утрĕ. Унтан йăл кулса:

– Пичче, эсĕ хальхинче те «5» паллă илетĕнех! – терĕ кăмăлтан.

Элиза ВАЛАНС.

Вăрмар районĕ,

Мăнçырма.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.