Комментари хушас

22 Пуш, 2014

«Эпĕ вăхăтра çуралнă»

Пуш уйăхĕнче Юрий Гагарин 80 çул тултармаллаччĕ

1961 çулхи ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче «Восток» карап 108 минутра Çĕр тавра çаврăннă. Çĕр çине анса ларсан темиçе минутранах Юрий Гагарин космонавт ятне тĕнчипех пĕлнĕ.

«Вăл темĕн те тума пултаратчĕ»

«Гагарин космоса вĕçни çинчен класра вĕрентекен пĕлтерчĕ. Уроксем пулмарĕç. Çав кунхине Гжатск ĕçлемерĕ те, вĕренмерĕ те», - тет Тамара Филатова, Юрий Гагаринăн аппăшĕн Зойăн хĕрĕ, Гагаринăн хресна хĕрĕ. Эпир космонавтăн ашшĕпе амăшĕ пурăннă çуртра калаçса лартăмăр. Гагарин унтан 15 çулта чухнех пысăк пурнăçа тухса кайнă. Халĕ ку - Гагарин хулинчи /Гжатска космонавт ятне панă/ Гагаринăн Пĕрлештернĕ музейĕн пĕр пайĕ. Тамара Дмитриевна кунта 43 çул ĕçлет. «Çав вăхăтра Гжатскра лаша машинăран ытларахчĕ. Ун чухне чупса пыратăп, пирĕн çуртпа юнашар - 3 «Волга». Пирĕн телефон пулман, пĕр ушкăн халăх витĕр хĕсĕнкелесе çурта кĕретĕп - тĕпелте 3 аппарат, пĕр чарăнми шăнкăртатаççĕ. Каçхине пур тăвана та Мускава космонавтпа тĕл пулма илсе кайрĕç. Эпĕ çеç выльăхсене пăхма хуçалăхра юлтăм.

Хресна атте вăхăт тупса манăн шкултан вĕренсе тухакансен каçне килчĕ. Унччен маларах Мускавра вăл мана лавккасем тăрăх илсе çÿрерĕ, эпĕ кĕпепе пушмак туянтăм. Хресна атте руль умĕнчеччĕ, Мускаври милиционерсем ăна чыс пачĕç. Юрий пур тăвана та юратса хисеплетчĕ. Професси илсе ашшĕ-амăшне пулăшма вăл килĕнчен 15 çул тултарсанах кайнă. Мускав çывăхĕнчи Люберцы хулинчи училищĕре Юрий формовщик-литейщик профессине алла илнĕ. Каярах Сарă ту хулинче индустри техникумне вĕренме кĕнĕ. Унтах вăл аэроклубра пĕлÿ илнĕ, самолет штурвалĕ умне ларса тÿпене çĕкленнĕ. Çĕрлесерен тепĕр чухне Сарă тури портра ĕçленĕ - тăванĕсем валли парнесем туянма, кĕсьере кăштах укçа тыткалама. Ман валли виçĕ кустăрмаллă велосипед илсе килнĕччĕ. Çывăх çыннисене пулăшма тăрăшатчĕ - хÿме сăрлама та, пÿрт тăррине юсама та пултаратчĕ. Хресна атте темĕн те тума пĕлетчĕ, вăл ялта ÿснĕ вĕт».

Ачалăхри юлташĕ

Космонавтăн тăван ялĕ - Клушино, Гагарин хулинчен 23 километрта. Унта Юра 1946 çулччен пурăннă, ун хыççăн çемье Гжатска куçса кайнă. Кунта - Гагаринсен музей-çурчĕ тата çĕр пÿрчĕ /унта çемье оккупаци вăхăтĕнче 4 ачапа асапланса пурăннă - çуртĕнчен вĕсене хăваласа кăларнă/. Картишре - пусă, шывĕ таса та тăрă. Унччен çар космонавчĕсем çапла калаçкаланă: космоса ăнăçлă вĕçсе килес тесен Гагарин пуссинчен шыв ĕçмелле.

Клушинăра паян Гагарина ас тăвакан пĕртен пĕр çын пурăнать - 81 çулти Евгений Дербенков. Гагаринпа вăл пĕр парта хушшинче ларнă: «Юра питĕ лайăх ас туса юлатчĕ. Сăвва пĕр хут вуласах пăхмасăр калаятчĕ. Е тата вĕрентекен примера çыратчĕ çеç, Юрăн хуравĕ хатĕр те».

Вĕсен ялĕнче вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенче Гагаринсен çурчĕ çывăхне çар летчикĕсем иккĕн анса ларнă. Пĕри аманнă. Ачасем аманнăскере иккĕмĕш вĕçевçĕ кабинине куçма пулăшнă. Çавăнтанпа çамрăк çар летчикĕ пулас ĕмĕтпе пурăннă. Сывă юлнă летчик Гагарин космоса вĕçнĕ хыççăн пулни-иртнине аса илнĕ, космонавтпа çыхăннă, ăна саламланă.

«Гагарин мĕн ачаран тÿпенелле туртăннă, - çирĕплетет Тамара Филатова. - Сарă ту хыççăн вăл Оренбургри çар вĕçев училищине вĕренме кĕчĕ. Унтан вĕренсе тухсан лейтенант пакунĕсемпе тата çамрăк мăшăрĕпе Вальăпа таврăнчĕ. Хресна атте юратакан ашшĕ, мăшăрччĕ. Гагарин алăкран кĕрсенех хĕрĕсем икĕ енчен ун çумне çыпăçатчĕç. Вăл амăшĕ Анна Тимофеевна пекех нихăçан та сассине хăпартмастчĕ».

Чиркĕве юсамалла

Гагарин çав вăхăтшăн тĕлĕнмелле ĕçсем тунă. Тĕслĕхрен, 1965 çулхи раштав уйăхĕнче ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн пленумĕнче Юрий Гагарин Мускавра Çăлавçă Христос чиркĕвне тата Триумф аркине юсама сĕннĕ. Президиум тĕлĕнсе кайнă. Тăхтав пуласси çинчен пĕлтернĕ. «Гагарин ун чухне ман пата пычĕ те: «Эпĕ тĕрĕс мар сăмах каларăм-и?» - тесе ыйтать, - каласа парать «АиФ» хаçата Сывлăш çар вăйĕсен отставкăри полковникĕ, Ю.Гагарин ячĕллĕ Сывлăш çар академийĕн доценчĕ Валентин Петров. - Унччен маларах эпир Троица-Сергиев мăнастирне кайнăччĕ, священник пире турă çурчĕ тăрăх илсе çÿрерĕ. Чиркÿ-археологи пÿлĕмĕнче Гагарин Çăлавçă Христос чиркĕвĕн революцичченхи макечĕ умĕнче хытса тăчĕ. «Çак чиркĕве халĕ ăçта курма пулать?» «Ăна аркатнă». Наполеона çĕнтернĕ ятпа çĕр-шывĕпех пухнă укçапа туса лартнă чиркĕве аркатни Юрий Алексеевичăн чунне тивнĕ пулас. Вара сăмах тухса каланă. Часах ăна çÿлтен хуравланă: «Чиркÿ валли укçа çук. Триумф аркине юсăпăр».

Шалти çак ирĕклĕхĕпе Гагарин ашшĕ пек пулнă. «Гагарин ашшĕпе амăшĕн килĕнче пысăк пÿлĕмре тата кухньăра турăшсем вырнаçтарнăччĕ. Вĕçев хыççăн Алексей Иванович патне райкомран ертÿлĕх пынă: сирĕн ывăл - космонавт, килĕрте вара - турăшсем. Çапах та вăл турăшсене вырăнтах хăварчĕ, - аса илет Тамара Филатова. - Хресна атте ашшĕн çуралнă кунĕнче - 1968 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче - тренировка вĕçевĕ вăхăтĕнче вилнĕ. «Эпĕ вăхăтра çуралнă», - тетчĕ Гагарин. Унăн шăпинче веçех хăй шухăшланă пек аталанса пынă: космонавтсен отрядне илни те, тренировкăсемпе экзаменсен кăтартăвĕсем те, Сергей Павлович Королевăн шухăшĕ те /Гагарин вĕçме тивĕçлĕ/. Каярах вăл «Королевшăн тăван ывăлĕ пекех пулса тăнă».

Космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ Гражданин Çĕр çинче пирĕнпе пĕрле 34 çул та 18 кун пурăннă.


Мария ПОЗДЯКОВА.

/«Аргументы и факты»/

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.