Archive - Mar 2014

март 21st

Людмила Кинер юрăç тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор чăваш эстрадине çавра çил пек вирхĕнсе кĕчĕ. Пултаруллă та канăçсăр чĕреллĕ хĕрарăм пĕр вырăнта ларма пĕлмест. Ялан таçта васкать. Унăн пĕр вăхăтрах аслисем валли те, ачасем валли те юрăсем хайлас килет.

Пин-пин çын эрне куна чăтăмсăррăн кĕтет - канмалли кунсем çитнипе те мар, «Çамрăксен хаçачĕн» çĕнĕ номерĕ тухнипе. Кăларăма 1996 çултанпа çырăнса илекен чылай. Вĕсем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ. Хаçатăн чи çывăх тусĕсемпе тĕл пулма Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕке çул тытрăмăр.

«Çамрăксен хаçачĕн» юбилейлĕ номерне пичете хатĕрленĕ май ялти шкула çитсе куртăм - Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси вăтам шкулĕнче чăваш хаçачĕсĕр чăваш чĕлхи урокĕ иртмест.

Малалла вулас...

Пирĕн тăрăха тăхăр уйăхлăха килнĕ нимĕç хĕрĕ Лиза Поггель - Германири Мюнстер хулинчен. Шкулта тăван мар икĕ чĕлхе вĕреннĕ вăл - акăлчанла тата вырăсла. Лиза çак чĕлхесемпе çăмăллăнах калаçать. Унăн амăшĕ Матина тата ашшĕ Дитэр вара журнал кăлараççĕ. Çул çÿрев кăларăмĕ валли амăшĕ статьясем çырать, ашшĕ сăн ÿкерет.

Малалла вулас...

Кашни кăларăмра тенĕ пек вулакансене хаçат-журнал çырăнмаллине аса илтеретпĕр. Пĕр çур çула ирттерсе яратпăр кăна теприншĕн пăшăрханма пуçлатпăр: информаципе технологи ĕмĕрĕнче – Интернет тыткăнĕнче – пурăнатпăр-çке. Компьютера ярса пĕр сăмах çеç пичетле – вун-вун хыпар сиксе тухать.

Пирĕн йăхра ват хăмпинче чул пухăннипе нушаланакансем пур. Мĕншĕн пухăнать-ши вăл; Инкек ан çыпăçтăр тесен мĕн тумалла?

Тамара Сергеева. Куславкка.

Тăвансем хушшинче çак чирпе чирлекенсем пулсан пушшех асăрханмалла. Чи малтанах иммунитета çирĕплетмелле, апат ирĕлтерекен орган сывă пултăр тесе тăрăшмалла. Пыршăлăхри бактерисем ват хăмпине лексе шыçă пуçарма «холецистит» пултараççĕ.

Вăхăт çитмесĕр ватăлас мар, ăспа-тăнпах çÿрес тесен пуç мимине тăтăшах ĕçлеттермелле. Мĕнле майпа-и; Кăсăклă кĕнеке вуланинчен пуçласа пуç ватмăшсен тупсăмне шырани, ют чĕлхе вĕренни таранах. Çаксем тимлĕхе ÿстернипе пĕрлех ас тăвăма лайăхлатма, пуç мимине çирĕплетме кирлĕ. Ку таранччен çÿç турине сылтăм алăпа тытнă пулсан халĕ сулахаййипе тураса пăхăр. Шăл тасатнă чух та çаплах тăвăр. Паллах, çăмăлах пулмĕ, анчах ку таранччен пăлахая пенĕ пуç мимин иккĕмĕш çуррине те ĕçлеттерни хăвăршăн çеç усăллăрах пулĕ.

Pages