Константин Иванов - Ренессанс генийĕ

22 Пуш, 2014
Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентÿçисем: Ф.Сергеев, К.Иванов, Н.Беляев. Чĕмпĕр. 1911-1912 ç.ç.

Этемлĕх аталанăвĕнче халăхсен мăнаçлăхне кăтартакан хăватсене - историе, этикăпа эстетикăна, тĕнпе философие - тĕпчесе пĕлесси ĕмĕр-ĕмĕрех тĕп вырăнта тăнă. Сăмахран, Инди, Китай, Иран, Греци культурисенче тĕрлĕ юхăмпа шкул çуралнă, пысăк ăс-тăнлă ăсчахсем палăрнă. Итали Ренессанс ĕмĕрне пуçарса янă. Кайранрах Германире, Францире, Раççейре шухăшлав пуянлăхне тишкересси тата çÿлĕрех шая çĕкленнĕ.

Атăлçи халăхĕсен асăннă культурăсен аталанăвĕсем пурте пур. Анчах та вĕсенчен нумайăшĕ наука тÿпине çитсе уйрăм-уйрăм томлă тĕпчев ĕçĕсем пулайман. Çакă историри самана кукрисемпех çыхăннă ĕнтĕ.

Нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательстви «Чăвашсен чаплă çыннисем» ярăмпа «Константин Иванов: унăн пурнăçĕ. Пурнăç шăпи. Вилĕмсĕрлĕхĕ» ятлă пысăк калăплă монографи пичетлесе кăларчĕ. Авторĕ - филологи наукисен докторĕ Ю.М.Артемьев профессор. Юрий Михайлович - СССР Наукăсен академийĕн А.М.Горький ячĕллĕ Тĕнче литературин институчĕн аспирантурине пĕтернĕ тĕпчевçĕ. Вăл çак сумлă ята яланах çÿлте тытса утать. ХХ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчен пуçласа паянхи куна çитиччен 200 ытла тĕпчев ĕçĕпе уйрăм кĕнеке кăларчĕ. Вăл - критик, публицист, теоретик, педагог.

Унăн çĕнĕ кĕнеки - XXI ĕмĕрти литературоведени аталанăвне тивĕçтерсе тăракан пысăк ăсталăхпа çырнă ĕç. Чăн сăмахăн витĕмĕпе чăнлăхĕ пур: ăсчах паянхи самана куçĕ умне, халăхăмăр ытамне ĕмĕрлĕх палăк кăларса лартрĕ. Ăна чулран мар, мраморпа гранитран та мар, автор хăйĕн чунĕ-юнĕпе, кĕрешÿпе илемлĕх туйăмĕпе, этикăпа эстетика, тĕнпе философи тата наука теорийĕпе ăсталанă. Монографин чи малтанхи йĕркисенчех: «Нумай ĕмĕрлĕ чăваш культури паянхи куна çитиччен Константин Иванов евĕрлĕ хăватлă поэт çуратаймарĕ-ха...» - тесе çырать. Ку чăн тĕрĕс. Çак ăнлану - хальхи культурăпа наука тĕшши. Чăнахах К.В.Иванов пултарулăхне, уйрăмах унăн «Нарспи» поэмине, халĕччен çакăн пек тĕплĕн те ăслă, литература теорийĕ тĕлĕшĕнчен тĕрĕс тĕпчесе кăтартакан пулманччĕ-ха.

Монографие таса чунпа, нумай енлĕ пысăк талант хĕлхемĕпе çырнă. Унта çĕнĕрен чăмăртаннă ăнланусемпе шухăшсем сахал мар. Автор хăйĕн хевтине çирĕплетсе поэт 100 çул тултарнă вăхăта аса илет: «ЮНЕСКО хăйĕн XXV сессийĕн йышăнăвĕпе 1990 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе палăртрĕ, поэт-демократăн юбилейне уявлассине Пĕтĕм тĕнче календарьне кĕртнĕччĕ». Эпĕ çак сăмахсем çумне хамăн аса илĕве хушса хурасшăн. Тĕнче шайĕпе ирттерекен уяв тĕлне Ленинградри Укçа çуртĕнче Э.М.Юрьев художник эскизĕпе К.Иванов сăнĕпе кĕмĕл укçа çапса кăларнăччĕ. Шупашкарти Введени чиркĕвĕнче поэтăмăра халалланă аслă кĕлĕ чăваш чĕлхипе иртнĕччĕ. Ас тăватăп: çутнă çурта тытнă тăван интеллигенци куçĕсенче вĕри те сивĕ куççуль тумламĕсем пăчăртанса тухнăччĕ.

Ун чухне К.Иванов Христоса ĕненменни çинчен никам та шухăшламан. Паян Ю.Артемьев тĕрĕссине асăрхаттарса çапла çырать: «...поэт пурнăçран уйрăлас умĕн ăна чиркÿре юрăпа ăсатма кирлĕ мар...» тесе ыйтнă. Апла, поэтăмăрăн юлашки сăмахне тивĕçтермеллех пулнă ĕнтĕ.

Чăваш интеллигенцийĕ вăйлă та вăйсăр та, шухăшлă та шухăшсăр та. Унăн çылăхĕ те сахал мар.

Çав интеллигенциех нумай-нумай çул каярах К.Иванова «кулак поэчĕ» туса хуни те манăçман-ха. Çав вăхăтрах XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче, самана улшăнсан, чăваш интеллигенцийĕ хушшинчех «Нарспи» поэмăра çÿп-çап шыракансем тупăнчĕç. Поэта сивлесе унăн хăватне чакарасшăн пулчĕç-ши?

Тĕнче литературинче чи талантлă çынсенчен пĕри - Шекспир, унăн ĕçĕ - «Ромеопа Джульетта» трагеди. Ĕмĕрсен талккăшĕнче ăна хирĕç никам та сивĕ сăмах калама вăй çитереймен.

«Нарспи» хăйĕн илемлĕх чапĕпе те, трагедилле вăйĕпе те «Ромеопа Джульеттăран» нимĕн чухлĕ те кая мар.

Хушса тата çакна каласшăн: К.В.Иванов талантне тапăнма хăтланакансем - айван. Константин Васильевич хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче вĕсем çинчен шухăшламан, сăваплă чунĕ çÿлти тĕнчене хăпарнă хыççăн та çылăх çи виттийĕпе чăрканакансене пĕлеймен.

Юрий Михайлович та вĕсем пирки ытлашши чарăнса тăрасшăн мар. Мĕншĕн тесен К.Ивановăн этика туйăмĕпе эстетика вăйне тĕплĕн тĕпчесе ăнланнă. Вăл поэтăмăрăн тавра курăмне, турă панă çунатлă чунлăхне лайăх пĕлет. Кĕнекери кашни йĕркерех унпа пĕрле. Ăна чĕррĕн курса унпа юнашар пуласшăн. Критик сăвăç пултарулăхне экономикăпа политика ыйтăвĕсем витĕр мар /мĕншĕн тесен вĕсем унта пачах та çук/, çÿллĕ, тĕнче шайне çĕкленнĕ произведени пек пăхса, литературоведени аталанăвĕн паянхи теорийĕ çине таянса хак парать.

Монографин иккĕмĕш пайне «Чĕмпĕрте - чăваш Ренессансĕн сăпкинче» тесе ят панă. Çак ăнлану та чăваш литературоведенийĕнче паян - çĕнĕ пулăм.

Чăвашсен Ренессанс тапхăрĕ 1870-1920 çулсемпе çыхăннă. Тăнăç мар çак саманара халăхăмăр аталанăвĕ наци шайне çĕкленнĕ, чăваш интеллигенцийĕ чăмăртаннă, çĕнĕ çырулăхпа пичет çуралса аталаннă. Çав вăхăтрах профессионал поэзи, проза, драматурги, музыка, живопиçпе графика, сценографи, архитектура тымар янă. Шухăшлавпа ăнланăва классика туртăмĕ васкавлăн кĕнĕ. Наци туйăмĕнче этикăпа эстетика тата философи палăрнă.

Чăваш Ренессансĕнчи чи паха пулăмсенчен пĕри - çынпа çут çанталăк тĕшмĕшсенчен тасалса çĕнĕрен çурални. К.Иванов çакна «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен...» тесе сăнарлать. «Нарспи» поэмăра ку йĕркесем XIX ĕмĕрте нимĕçсен Çĕнĕ вăхăт литературине пуçарса янă Гăте поэтăн сăвă сăмахĕсемпе пĕр евĕр. Паллах, Германипе çав вăхăтри аморфлă Чăваш çĕр-шывĕ пĕр мар. Анчах та К.Ивановпа Гăте пултарулăхĕпе талантĕнче пĕр пеклĕхсем сахал мар. Маларах, XIV-XVI ĕмĕрсенче, этемĕн тасалнă хăватне ăнланнă шухăш Италире пуçарăннă Ренессанс тапхăрĕнче çуралса вăй илнĕ.

Нумай-нумай ĕмĕр ытамĕнче аталаннă пĕр пеклĕхсем - этемлĕхĕн кĕмĕл çиппи çине тирнĕ ылтăн пулăмсем. Вĕсем - малашлăха вăй паракан хăватсем.

Филологи наукисен докторĕ çырнă кĕнеке йăлтах Ренессанс çутипе витĕннĕ. Янкăр çак çутăра автор поэтăн куçару талантне пысăка хурса хаклать. К.Иванов М.Ю.Лермонтов поэзине уйрăмах юратнă. Ю.Артемьев тĕпчевĕнче икĕ сăвăç чĕлхине танлаштарни тата тăван чĕлхен Сăмах хăватне туйни ытти литературовед ăнланăвĕнчен уйрăлса тăрать. Хăшĕ-пĕри чăваш чĕлхи вăйсăр тенине хирĕç тăрса сивлет. Юрий Михайлович К.Иванов тĕн кĕнекине чăвашла куçарнă ĕçсен ĕмĕр ытла тăсăлакан кăткăс та тавлашуллă ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкерсе тĕрĕс хуравларĕ. И.Я.Яковлев поэта пусмăрласах Библи куçарттарнă, çавна пула К.Иванов чире кайнă тенĕ элеке те сирсе пăрахрĕ.

И.Я.Яковлев Слакпуç ачине юратнă. К.В.Иванов та ăна сума суса хисепленĕ. Чĕмпĕр шкулĕнче пăтăрмах пулса иртнине пăхмасăрах çамрăка каялла чĕнсе илнĕ. Мускавран килсе çитнĕ Н.Ф.Некрасовпа паллаштарнă. Талантлă художник ертсе пынипе К.Иванов графикăпа живопиç произведенийĕсем ăсталанă. Поэтăн сыхланса юлнă ĕçĕсене кĕнекене кĕртнĕ. Вĕсен оригиналĕсем Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн архивĕнче упранатчĕç. Нумай вăхăт иртнĕрен кивелме пуçлани курăнатчĕ. Вĕсене васкасах архив чирĕнчен хăтармаллаччĕ. 1997 çулта эпĕ Ю.А.Бубнов художнике чĕнсе илсе /ун чухне вăл чăвашсен пĕртен пĕр профессионал реставраторĕччĕ/ реставраци тума ыйтрăм. К.Иванов произведенийĕсен «сывлăхне» юсанă хыççăн вĕсене Чăваш патшалăх ÿнер музейне патăм.

Монографи вĕçĕнче К.Ивановăн кăмăл-туйăмне, шухăшĕпе ĕмĕтне, сывлăхне пĕлсех: «Сывă пул, Чĕмпĕр, эпĕ часах каялла таврăнăп!» - тесе çырнă. Чĕрене ыраттаракан сăмахсем.

Поэт, художник, педагог, этикăпа эстетика ăсчахĕ хăйĕн çамрăк вĕренекенĕсемпе, И.Я.Яковлевпа, Н.Ф.Некрасовпа, пĕр шухăшлă тусĕсемпе, юлташĕсемпе сыв пуллашнă хыççăн каялла таврăнайман, Чĕмпĕр шкулне, Ренессанс саманине урăх курайман.

Ю.М.Артемьев кĕнекен вĕçĕнчи пайĕсене пур чунĕ-юнĕпе хурланса, вăхăт-вăхăт капланса килекен вĕри туйăмпа, пулса иртнĕ киревсĕр тĕрĕс марлăхсене тарăхса çырать. Çав вăхăтрах Юрий Михайлович Чăваш Ренессансĕн çутă керменне лартаканĕпе, «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен...» тесе Европа эстетикипе философийĕн хăвачĕпе пĕр пулса шухăшланă, ĕмĕр-ĕмĕрех чĕрĕ, сăпайлăх, илемлĕх, ырăпа усал, юратупа трагеди хыпарçипе юнашар утать. Вăл этемлĕх аталанăвĕнче тăван халăхăмăрăн мăнаçлăхпа ăсне кăтартакан хăватсене - историе, этикăпа эстетикăна, тĕнпе философие - пĕр тытăма кĕртрĕ К.В.Ивановăн «пурнăçне, пурнăç шăпине тата унăн вилĕмсĕрлĕхне» тарăннăн тĕпчесе паянхи Европа культурипе литературоведени умне илсе тухрĕ.


Алексей ТРОФИМОВ,

искусствоведени докторĕ, профессор

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.