Хаклав

Паян Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институтӗнче "Чуваши" моногрфин презентацине ирттерчӗҫ. Унта Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен ертӳҫисем, ученӑйсем, тавра пӗлӳҫӗсем, чӑваш аваллӑхӗпе интересленекенсем хутшӑнчӗҫ.

2017 çулта Сочире Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен 19 фестивалĕ иртнĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тÿпе хывнисене Раççей Президенчĕ Тав çырăвĕпе чысланă. Ăна тивĕçнисен ушкăнĕнче Чăваш Ен представителĕсем те пур: Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ Анна Головина тата Республика вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев.

Çĕршыв ертÿçи алă пуснă наградăна вĕсене ЧР Правительство çуртĕнче эрнесерен пулакан канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев панă.

24 Ноября, 2017 | Тăван Атăл | Культура | Хаклав

Зоя Алимова — Шупашкарти Культура институчĕн студенчĕ. «Карчăксем качча каяççĕ» — унăн диплом ĕçĕ. Ку спектакле вăл пушкăрт драматургĕн Флорид Буляковăн çав ятлă халăх камичĕ тăрăх лартнă. Астăватăп- ха: хăй вăхăтĕнче ку хайлава мана çамрăксен театрĕ куçарттарчĕ. Алексей Васильев режиссер лартнăччĕ спектакле. Вăл ăнăçлă пулса тухнăран чылай çул сцена çинчен каймарĕ.

Pages

Subscribe to Хаклав