«Хыпар» тата çывăхрах
Людмила ЗАЙЦЕВА, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ:
— «Хыпар» хаçатăн кашни номерне юратса вулатăп. Вăл республикăри, çĕршыври хыпарсемпе паллаштарать. Кашни уйăхрах вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсемпе улшăнусем пирки пĕлтерни те вырăнлă. Хаçатра усăллă сĕнÿ-канаш нумай, çав шутрах медицинăпа çыхăннисем те. Хамăр пĕлекен çынсем çинчен савăнсах вулатăп. Хаçат пурнăçпа тан пырать. Пĕтĕм рубрика интереслĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа кăсăклă материалсем çыраççĕ хаçатра ĕçлекенсем. Нумаях пулмасть 342-мĕш шталагра вилнĕ ентешсем пирки статья тухрĕ. Унта Молодечно хулинчи концлагерьте асап тÿснисен списокне те панăччĕ. Çав 21 çыннăн тăванĕсемшĕн мĕн тери вырăнлă вăл: хальччен вĕсене хыпарсăр çухалнисен шутне кĕртнĕ-çке. «Хыпар» — чи лайăх хаçат. Чăваш халăх хаçачĕ кашни килтех пултăр.
Аса илтеретпĕр: 2020 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăмашкăн почтальонсем хаçат-журнал çырăнтараççĕ. Эрнекунсерен тухакан «Хыпарăн» хакĕ – 397,80 тенкĕ. Çавăн пекех хаçата килтен тухмасăрах podpiska.pochta.ru сайт урлă çырăнма пулать.
Комментари хушас