Чăвашсен Хĕл Мучийĕ — Çĕнĕ çулхи сăнарсен ТОП-10 йышĕнче

16 Кăрлач, 2019

Шупашкар хула администрацийĕн культура тата туризм аталанăвĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, «Смыслография», «АГТ» аналитика тата коммуникаци агентствисем федерацин тата регион массăллă информаци хатĕрĕсенче юмах сăнарĕсене кăтартнине тишкернĕ.

2018 çулхи пĕтĕмлетÿ тăрăх Аслă Устюгри Хĕл Мучи тата Костромари Юр пике мала тухнă. Чи анлă сарăлнă 35 сăнар хушшинче чăвашсен Хĕл Мучийĕ 10-мĕш вырăн йышăннă. Вăл хăйĕн мăнукĕпе Юр пикепе пĕрле «Ясна» этнокомплексра хăна пуçтарнине аса илтерес килет.

«Хĕл Мучи патне хăнана» турист маршручĕ витĕм кÿни куç кĕрет. Çак ĕçе йĕркелемешкĕн Пĕтĕм Раççейри «Çулталăк маршручĕ» премие çĕнсе илни пулăшнă.

Марина ТУМАЛАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас