Хаклав

4 Пуш, 2016

Программăра пулăшу мерисем пулĕç

Раççей Правительствин Председателĕ, "Единая Россия" парти председателĕ Дмитрий Медведев Чăваш Ене килсе кайни пирки партин регион уйрăмĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Николай Малов акă мĕн пĕлтерчĕ:

6 Нарăс, 2016

Хĕрарăм çыравçăсен тÿпи те пысăк

Чăваш литературин тĕпчевĕпе критикин уçлăхĕнче çанă тавăрса тăрăшакансенчен пĕри - филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А.Мефодьев доцент. Александр Иванович чăваш литературин ăслăлăхне икçĕре яхăн тĕпчевпе пуянлатнă. Нумаях пулмасть унăн «Чăваш ача-пăча литератури. Хальхи тапхăр» монографийĕ кун çути курчĕ. Ку - Александр Ивановичăн пилĕк кĕнекерен тăракан «Чăваш ача-пăча литератури» ярăма вĕçлекен ăслăлăх ĕçĕ.

21 Кăрлач, 2016

«Нарспи» фильма кам мĕнле пĕлнĕ пек ÿкермелле-и?

Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн клубĕнче Михаил Луков 2013 çулта ÿкернĕ «Нарспи» илемлĕ фильма курнă хыççăн Константин Ивановăн поэми каллех калаçтармалли сăлтава çаврăнчĕ. Ку фильм хальччен проката тухман, ăна никамах та курман темелле. Кинокартинăна Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинче ÿкернĕ, рольсене ахаль çынсем калăпланă. Çавăн пекех Красноармейски районĕнчи - «Трак ен», Патăрьел тăрăхĕнчи - «Хĕлхем», Комсомольски районĕнчи «Шуçăм» фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Михаил Луков композитор кинорежиссер тивĕçне пĕрремĕш хут пурнăçланă. Операторĕ - унăн хĕрĕ Лариса.

Pages