Комментари хушас

22 Пуш, 2014

Май çеç мар, кăмăл та пултăр

Кăçалтан ЧР Культура министерстви туризм ыйтăвĕпе те ĕçлеме пуçларĕ. Халĕччен çак отрасльшăн Физкультурăпа спорт министерстви яваплăччĕ. Вăл тинех тивĕçлĕ хуçине тупрĕ тенĕ пулăттăм. Çапла шухăшлама мĕн хистет-ха? Туризмпа культурăра пĕр пеклĕхсем чылай, çавăнпа та вĕсене пĕр «тĕвве» пухни лару-тăрăва лайăхлатма пулăшасса шанас килет. Тата ку ĕçшĕн министерствăра унчченхи пек пĕр çын çеç мар, тăваттăн яваплă.

Туризма çĕр-шывра «симĕс çутă» пани савăнтарать. Унччен чылайăшĕ ăна похода кайни, кăвайт умĕнче ларса юрă шăрантарни пек йышăннă пулсан, халĕ вăл - пысăк инвестицин отраслĕ. Çирĕм çула яхăн ĕнтĕ тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă комплекс тăвасси пирки калаçрăмăр. Тивĕçлĕ çынсем темиçе проект та хатĕрлерĕç пулĕ. «Лавĕ» вара вырăнтан тин тапранчĕ. 2017 çулта çав паркра «Амазония» этнокомплекс ÿссе ларĕ, Шупашкар районĕнче - «Ясна» этноэкологи комплексĕ. Ун пирки текех иккĕленÿ пулмĕ. Асăннă «Этническая Чувашия» турист кластерĕ федераци программине кĕнĕ. Кăçал Раççей бюджетĕнчен уйăрса паракан 69 млн тенкĕпе вырăнта инженери ĕçĕсене пурнăçлама пуçлĕç. Паллах, тĕп ĕç инвесторсен çине тиенет.

Туризмпа çыхăннă тата хăш самант пирки чарăнса тăрасшăн-ха? Республикăра ăна аталантарас енĕпе йĕркеленĕ Координаци канашĕн анлă ларăвĕнче тухса калаçнисен сăмахĕсем шухăша ячĕç. Чăваш Енри турорганизацисем иртнĕ çул 134 пин çын ыйтăвне тивĕçтернĕ, чикĕ леш енне 34 пин çын кайса килнĕ. Теплоходпа Атăл тăрăх çÿрекенсенчен 80 пинĕшĕ Шупашкарпа паллашнă. Тĕп хулари «Мир экскурсий» компани директорĕ Людмила Пронюхина пĕлтернĕ тăрăх - малашне экскурсисен çĕнĕ маршручĕ ĕçлеме пуçлĕ. Вăл Олимп çулăмĕн Шупашкарти çулĕпе иртĕ.

Мунчара çапăнмалли техника енĕпе Раççейре чи пултарулли Вячеслав Спиридонов Чăваш Ен тĕп хулинче пурăнать-мĕн. Вăл республикăра мунча фестивалĕсем йĕркелесе туристсене илĕртме май пуррине палăртрĕ.

Манăн вара хăнасене пĕчĕк хуласемпе чăваш ялĕсенче те курас килет. Сăмахран, Сĕнтĕрвăррипе Куславккара хăйне евĕрлĕ опыт та пур. Сĕнтĕрвăрри районĕнче туризма муниципалитет шайĕпе 2020 çулчченхи тапхăрта аталантармалли программа йышăннă. Иртнĕ çул района 3700 турист çитсе курнă. Сарă ту, Самар, Мускав, Анат Кама, Ĕпхÿ, Пермь, Хусан, Волгоград хулисенчи турфирмăсенчен 61 автобус йышăннă. Иртнĕ çул район çавăн пекех тĕрлĕ шайри курава, фестивале, конкурса хутшăннă, федерацин Атăлçи округĕнчи «Атăлçие уç» фестиваль-презентацин «Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх турист объекчĕ» конкурсĕнче /«Туристсене йышăнакан пĕчĕк хула» номинаци/ çĕнтерÿçĕ дипломне тивĕçнĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чаккинчи «Сире кĕтекен çурт» музей пирки те асăнса хăварасшăн. Людмила Данькова йĕркеленĕ ăна. Унта чăваш йăли-йĕркипе çыхăннă япаласем упранаççĕ. Иртнĕ çул вăл 352 çынна йышăннă. Наци телекуравĕ хăйĕн «Ылтăн çÿпçе» передачисене ун никĕсĕ çинче пурнăçласа пынă. Халăх пултарулăхĕпе çыхăннă юрă-кĕвĕпе вырăнти «Шăнкăрав» ансамбль паллаштарнă.

Куславккасен те хăйне евĕрлĕ опыт пур темелле. Кунти Николай Лобачевский музейĕнче хăнасене асăнмалăх чăваш тумĕпе ÿкерĕнме май туса панă. Туристсене питĕ килĕшет иккен çак çĕнĕлĕх. Çапла вĕсем те кăмăллă каяççĕ, вырăнтисем те укçа ĕçлесе илеççĕ.

Шел те, пур çĕрте те апла мар-ха. Чылай чухне условисем пулсан та туризм ыйтăвĕсене хускатасшăн мар. Сăлтавĕ тĕрлĕрен пулĕ. Пĕрисемшĕн çак ĕç кăсăклă мар, теприсенчен ыйтакан çук, виççĕмĕшсем ун пирки нихăçан та шухăшламан. «Пăр тапраннине» шанас килет. Тĕнчешĕн эпир хамăрлăхпа кăсăклă. Чăваш тĕнчи мĕнпе пуян - шăпах çавна кăтартмалла та. Атăл хĕрринчи хутлăхсене çеç мар, Шупашкартан аякра вырнаçнă тăрăхсене те илсе çитермелле республика хăнисене.


Надежда СМИРНОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.