Ксенофонтов хывнă çул

22 Пуш, 2014

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă асăну куравне ЧР тава тивĕçлĕ художникне Юрий Ксенофонтова халалланă. Вăл çуралнăранпа нумаях пулмасть 75 çул çитрĕ.

Юрий Иванович - Чăваш Енре академи пĕлĕвĕ илнĕ пĕрремĕш скульптор. Вăл Комсомольски районĕнчи Нĕркеçре çуралнă, вăтам шкула ашшĕн тăван ялĕнче - Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпара - пĕтернĕ. Ун хыççăн Мускав çывăхĕнчи Абрамцевăри ÿнер промышленноç училищинче пĕлÿ илнĕ, малалла СССР Ÿнер академийĕн В.И.Суриков ячĕллĕ Мускав ÿнер институчĕн скульптура факультетĕнче вĕреннĕ. Алла диплом илсен ентешĕмĕр РСФСР ÿнер фончĕн Чăваш уйрăмне таврăннă, 1973 çултанпа тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи ÿнерпе графика факультетĕнче те ĕçлеме пуçланă.

Пĕрремĕш пысăк ĕçĕсем 1974 çулта Чул хулара иртнĕ «Пысăк Атăл» зона куравĕнче палăрнă. Ун пирки «чăваш халăхĕн шанăç кÿрекен скульпторĕ» теме пуçланă. Тĕрĕсех. Иван Ксенофонтов хăйĕн кун-çулне несĕлĕсен шăпипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çавна май чи малтан наци кадрĕсем хатĕрлессишĕн çине тăрса ĕçленĕ. Унăн мастерскойĕ çамрăк талантсен хăйне евĕрлĕ лаççи вырăнĕнчех пулнă. Асăннă институтра Ксенофонтов сакăр çул вĕрентнĕ, çав тапхăрта тăван культура мухтавĕ пулма тивĕçлĕ художниксен пысăк ушкăнне хатĕрленĕ.

Юрий Иванович чăваш искусство историне станок портречĕн ăсти пек кĕрсе юлнă. Унăн пурнăçĕ ытла та кĕске - пурĕ те 39 çул çеç - пулнă. Çапах та наци скульптура шкулĕн никĕслевçи «чун» панă сăнарсем паян та куравçăсене хăйсен тарăнăшĕпе, палăртулăхĕпе, пĕр пĕтĕмлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Ÿнерçĕн пултарулăх еткерлĕхĕ йышлах мар, экспозицие Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче упранакан 20 ытла произведение кĕртнĕ. Курава çавăн пекех Юрий Ивановича пултарулăх çулĕ çине тăма пулăшнă вĕрентекенĕн произведенийĕсем те илем кÿреççĕ. Сăмахăм Раççей халăх художникĕ Михаил Таратынов скульптор пирки. Михаил Васильевич Абрамцевăри училищĕре ĕçленĕ, Юрий Ивановичăн çывăх тăванĕн упăшки пулнă. Экспозицире Ю.Ксенофонтовăн студенчĕсен, хальхи паллă скульпторсен - Владислав Зотиковăн, Петр Пупинăн, Владимир Нагорновăн, Василий Кузьминăн - тата шăллĕн Олег Ксенофонтовăн ĕçĕсем те пур.

Асăну куравне музей директорĕ Геннадий Козлов уçрĕ. Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Юрий Викторов профессор Ю.Ксенофонтов пурнăçĕпе, унăн пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл ÿнерçĕн вышкайсăр пысăк пĕлтерĕшне хăй хыççăн хăварнă вĕренекенĕсенче курать. Шăпах вĕсем паян наци скульптура шăнăрĕ пулса тăраççĕ те.

Олег Ксенофонтов курав йĕркелÿçисене тав турĕ, музее пиччĕшĕн сакăр ĕçне парнелерĕ тата виçĕ пĕчĕк скульптури пуррине пĕлтерчĕ. Петр Пупин Юрий Ивановичпа икĕ çул туслă пулнине асăнчĕ. «Мастерскойра тепĕр чух типтерлĕх çитеймесен те /тăмпа ĕçленĕ-çке/ вĕрентÿçĕ кашнинчех тап-таса шурă кĕпепеччĕ, сăпайлă та кăмăллăччĕ,- терĕ вăл. - Юрий тата Олег Ксенофонтовсенчен эпĕ яланах тĕслĕх илнĕ».

Владимир Нагорнов Ксенофонтовпа паллашнă тата пĕрле ĕçленĕ çулсене аса илчĕ. «Чăваш искусствишĕн чунне пама хатĕр вĕрентÿçĕ паян пирĕнпе кăмăллă пулнă пулĕччĕ», - çирĕплетрĕ.

Хăйсен шухăшĕсене çавăн пекех ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владислав Зотиков, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн аслă преподавателĕ Василий Кузьмин пĕлтерчĕç. Асăну куравне уçма скульпторăн çывăх тăванĕсем те хутшăнчĕç.


Надежда СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.