«Сувар» - 20 çулта

22 Пуш, 2014

Тутарстанри йăхташсен юратнă хаçачĕ «Сувар» тухма пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Çавна май Хусанта пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта Тутарстанри чăвашла пичетленекен хаçат-журнал ертÿçисем хутшăннă. Çавăн пекех чăваш пичет кăларăмĕсен ĕçченĕсем валли семинар йĕркеленĕ. Асăннă мероприятисене «Сувар» хаçат, Пичет тата массăллă информаци хатĕрĕсем енĕпе ĕçлекен республика агентстви, «Татмедиа» АУО ирттернĕ.

Чăваш Енрен юбилей мероприятийĕнче ЧР Мининформполитикин пай пуçлăхĕ Лира Леонтьева, Чăваш Ен наци телерадиокомпани директорĕ Александр Магарин, «Хыпар» Издательство çурчĕн тĕп редакторĕн çумĕ Михаил Арланов, ыттисем хутшăннă.

Палăртса хăварар: «Суварăн» пĕрремĕш номерĕ 1993 çулхи çурла уйăхĕнче тухнă. 1994 çулхи кăрлачран вăл кашни эрнере кун çути курма пуçланă. Хаçат 2008 çулта ЧР Журналистсен союзĕн Н.В.Никольский ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.

Ĕçтешĕмĕрсене паллă пулăмпа ăшшăн саламлатпăр!


Н.КИРИЛЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.