Телейлĕ хула

22 Пуш, 2014

Раççейри пĕр информагентство Шупашкар телейлĕ хуласен шутне кĕнине пĕлтерчĕ. Мĕне тĕпе хурса çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă?

М.СЕМЕНОВ.

Канаш районĕ.

NewsEffektor мониторинг агентстви тата "Раççей регионĕсем" фонд пĕрле "Раççей хулисен телей индексĕ" тĕпчев ирттернĕ. Ыйтăма çĕр-шыври пысăк 100 хулара пурăнакан 26900 çын хутшăннă. Раççей çыннисем çакăн пек ыйтусене - Сире хăвăрăн пурлăх шайĕ, хула экологийĕ, хăтлăхĕ, аталанăвĕ тивĕçтерет-и? Хăвăра хулара хăрушсăрлăхра тата телейлĕ туятăр-и? - хуравланă. "Раççей регионĕсем" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх - çĕр-шывра пурăнакансемшĕн укçа-тенкĕ, пурлăх уйрăмах пĕлтерĕшлĕ иккен. Çапах та вăл пурнăç тĕллевне, телей виçине витĕм кÿрейменни палăрнă.

Шупашкар рейтингра 37-мĕш вырăнта. Ыйтăма хутшăннă хула çыннисен 70 проценчĕ хăйсене Шупашкарта телейлĕ туйнине пĕлтернĕ. 40 процентне - хула экологийĕ, 33 процентне - республикăн тĕп хулин аталанăвĕ, 38 процентне - хăтлăх тивĕçтерет. 26 процент хăйсен пурлăх никĕсĕ тивĕçлĕ шайра тесе шухăшлать.

Раççейри чи телейлĕ çынсем Грозный, Тюмень, Хусан, Сургут, Краснодар, Сочи, Нижневартовск, Новороссийск, Белгород хулисенче пурăнаççĕ. Мускав - 52-мĕш, Санкт-Петербург - 16-мĕш, Екатеринбург - 49-мĕш, Новосибирск 13-мĕш вырăнсенче. Телей индексĕн чи аялти йĕркисенче Братск, Кăнтăр Сахалинск, Чита хулисем вырнаçнă.

NewsEffektor мониторинг агентствин директорĕ Сергей Мороз каланă тăрăх - Чечня Республикин тĕп хули Раççей регионĕсен хушшинчи телей индексĕнче 1-мĕш вырăн йышăнни чăннипех те кĕтменлĕх. "Çакă, ахăртнех, юлашки çулсенче Грозный лайăх енне улшăннипе çыхăннă", - палăртать вăл шухăшне. Грозный экологи тата хула аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе те Тюмень тата Хусан хулисенчен малта.

Мускав кая юлни, Сергей Мороз шухăшĕпе, хула çыннисем экологие начар хак панипе, хăрушлăх туйнине тата аталану шайĕ пĕчĕккине палăртнипе çыхăннă. Çав вăхăтрах тĕп хула çыннисем тупăш шайĕ пысăккине тата Мускавра хăтлă пулнине пĕлтереççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.