Archive - Mar 2014

март 26th

Тутарстанри Лайăш районне кĕрекен Пысăк Капан ялĕнчи Спасо-Преображени чиркĕвĕнче протоиерей пулса ĕçленĕ Георгий Аркадьевич Давыдов, чăваш çынни, пĕлтĕр çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилсен Аксу тата Çарăмсан районĕсенче пурăнакан тăванĕсем ăна асăнма кунта килчĕç.

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнĕ май савăнăçлă пуху иртрĕ.

Пушăн 13-16-мĕшĕсенче Лейпциг хулинче /Германи/ «Leipziger Buchmesse» кĕнеке салонĕ ĕçлерĕ. Унта Чăваш кĕнеке издательствин кĕнекисемпе те паллашма май пулчĕ.

март 25th

«Самантăн» черетлĕ кăларăмĕ журнал тĕпелĕнче хастар çамрăксемпе паллаштарать. «Иртнипе малашлăх чиккинче», «Атăлçи мул-тупри» ярăмсем малалла пыраççĕ. Çĕнĕ рубрика та старт илет: «Аслă анне Ева пикисем» ярăма «Хĕрарăм пăлхавĕ» статья пуçлать.

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче 18 сехет иртсен Чул хула чукун çулĕн Шупашкарти 2 станцийĕ çывăхĕнче /9-мĕш километрти пост/ Шупашкартан Мускава çула тухнă пассажир пуйăсĕн тепловозĕн 2-мĕш секцийĕ шал енчен хыпса илнĕ.

«Коррупци ыйтăвĕ çивĕч, вăл çывăх вăхăтра сирĕлесси иккĕленÿллĕ. Çапах унпа кĕрешни тивĕçлĕ кăтарту кÿрет. Шел те, çак ыйтăва хăшĕсем политика шайне çĕклеме тăрăшаççĕ...» - çапларах пуçларĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнер иртнĕ ларăвне.

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори управленийĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах Михаил Игнатьев Сергей Скворцова Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçине - патшалăх тĕп ветеринари инспекторне уйăрса лартни çинчен пĕлтернĕ, ăнăçлă ĕçлеме суннă.

Çак кунсенче Чăваш Ен спортсменĕсем Мускавра пауэрлифтинг енĕпе иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнчен медальсемпе таврăннă. Ăмăртура хĕрсемпе яшсем, арçынсемпе хĕрарăмсем вăй виçнĕ.

Pages