Archive - 2015 - Хресчен сасси

март 4th

4 Пуш, 2015

Пĕр шăпаллисем

Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ялĕнчи ваттисен çуртĕнче халĕ сакăр кинемей пурăнать. «Пурте сăпайлă, ĕçчен, сăра-эрехпе иртĕхмен ватăсем, - пурне те пĕр пек хак пачĕ Анна Чернова социаллă ĕçчен. - Шел те, пĕри вырăнпах выртать, ыттисем ерипен çÿреççĕ».

4 Пуш, 2015

Шанатăп, ĕмĕте упратăп

1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçи хыççăн тыткăна лекнĕ француз салтакĕсене ушкăнпа хурăнлă çулпа Çĕпĕре ăсатнă. Вĕсенчен пĕри тарнă. Ăна темиçе кун шыранă, анчах тупайман. Вăрманта, çырма-çатрара темиçе кун çÿренĕ хыççăн вăйран кайнă француз салтакĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Мĕшĕлпе Караньял ялне пырса тухнă. Ял çыннисем таркăна улпут патне çавăтса кайнă. Анчах лешĕ ăна влаç çыннисене парас вырăнне тарçă тума шухăш тытнă. Шăпи çакнашкал çаврăнса тухнăшăн таркăн савăннă çеç. Вăл çĕнĕ хуçана чунтан парăнса пурăнма тупа тунă. Çĕпĕр çĕрĕнче асапланиччен ку чылай лайăхрах вĕт.

4 Пуш, 2015

Усăсăр лартман - ĕçлеттернĕ

Чурпай ялĕнче /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ аташса каяймăн. Пĕр урамлăскер 60 килтен тăрать. Тарăнах мар çырма урама икке уйăрать. Ял варринче - тăватă чÿречеллĕ пысăках мар йывăç çурт. Хăй вăхăтĕнче телейлĕ шăпапах пурăннă вăл.

4 Пуш, 2015

Çирĕп хунав авăнмасть

Пысăках мар çуртра икĕ çемье пурăннă. Выртма-тăма вырăн çитмен. Ваçлей пĕчĕклех йывăрлăха хăнăхнă. Çемьере ачасенчен асли пулнă май унăн тутине аван пĕлсе çитĕннĕ. Йывăрлăха кура çамрăклах кĕтÿç пушши сĕтĕрме тивнĕ Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнчи Василий Иванович Скоблевăн.

Пĕррехинче кĕтÿри пĕр каскăн ĕне айккине пăрăннă. Çакăншăн ăна, вунă çулти ачана, вăйпитти арçын çупкă çитернине асаилет вăл.

февраль 27th

27 Нарăс, 2015

Чăх чĕппи туяннă чух

Пасартан е урăх çĕртен чăх чĕппи туянсан хăвăртрах киле васкатпăр. Вĕсене куç шăрçи пек пăхма пуçлатпăр. Анчах тепĕр чухне вĕсем пĕр-икĕ кунтанах вилме тытăнаççĕ. Чĕппине те, укçине те шел.

Чăх-чĕп туяннă чух чи малтанах вĕсен чĕрĕлĕхне тĕрĕслемелле. Калăпăр, вĕсем ларакан курупкăна пÿрнепе шаккасан чĕпсен çакна çийĕнчех туймалла - самантлăха шăпланмалла, унтан каллех шиплетме пуçламалла. Пĕр кунри чĕпсен çăра та типĕ мамăк тĕк пулмалла, кăвапи тухса тăмалла мар. Ура çинче çирĕп тăмалла, хыçалти пайĕ нÿрлĕ ан пултăр.

27 Нарăс, 2015

Грипран сывалма

Вирус инфекцийĕнчен хамăр тĕллĕн сиплеме хăтланса йăнăшсем те тăватпăр. Халăхра çирĕпленнĕ ăнлавсене Марина Нефедова тухтăрпа пĕрле пăхса тухар-ха.

Температура пысăк пулнине чăтса ирттерсен аванрах. Вăл мĕн чухлĕ пысăкрах, вирус организмран çавăн чухлĕ хăвăртрах тухса каять. Чăннипе вара температура 38,5 градусран пысăкрах пулсан ăна чакармалла, мĕншĕн тесен тахикарди ?чĕре хăвăрт тапни% хăрушлăхĕ пулма, сывлăш пÿлĕнме, ăс-тăн арпашăнма, шăнăр туртса лартма пултарать.

февраль 25th

Pages