Тăван йăва - чун ăшши

25 Нарăс, 2015

Укçашăн мар, чун туртнипе

Хурăн пек яштака та илемлĕ, куларах пăхакан куçсем, çепĕç сасă... Шап-шурă халачĕ пикен сăн-питне татах çутатса ярать.

- Ачаранах тухтăра вĕренме ĕмĕтленнĕ эпĕ, - терĕ Алина Репина. - Уйрăмах терапевт ĕçĕ килĕшетчĕ. Шурă халат тăхăнса килтисене «сиплеттĕм».

Шкултан вĕренсе тухсан ăçта каяс-ши тесе иккĕленсе тăман хĕр, ĕмĕтне çывхартма Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. Тÿлевлĕ вĕренме тивни те хăратман ăна. Тăрăшарах пулма хистенĕ çеç. Аслă пĕлÿллĕ специалист савăнсах тăван тăрăха, Муркаш районне таврăннă, тĕп больницăна ĕçе вырнаçнă.

– Яш-кĕрĕм хуларах тĕпленме тăрăшать. Эсĕ ав яла куçса килнĕ. «Земство тухтăрĕ» программа хута кайни тăван еннех таврăнма хавхалантарчĕ-тĕр? - ыйтатăп çамрăкран.

- Укçашăн тунă утăм мар, унчченех хамăр тăрăхра ĕçлес килетчĕ. Хам çуралса ÿснĕ вырăнах чун туртатчĕ. Кунта нумайăшне паллатăп, пĕлетĕп. Хама тăван йăвари пек туятăп, - сăпайлăн хуравларĕ хĕр.

Çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа хута кайнине унчченех илтнĕ-ха вăл. Яла ĕçлеме каякансемшĕн савăннă çеç. «Пирĕн района та çамрăксем килмĕç-ши?» - ĕмĕтленнĕ Алина. Яш-кĕрĕмпе пĕр чĕлхе тупма, ĕçлеме çăмăлрах. Чăн та, икĕ-виçĕ çулта Муркаш районне хайхи программăпа 22 çамрăк ĕçе вырнаçнă.

- Хам та çак программăна хутшăнма пултарнине пĕлсен савăнтăм. Документсем пуçтарса ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине тăратрăм, - пĕлтерчĕ хĕр. - Укçапа Муркашра хваттер туянасшăн.

Алина Николаевна иртнĕ çул кĕр мăнтăрĕпе туй кĕрлеттернĕ. Мăшăрĕ, Анатолий, Вăрманкасранах. «Оринино» хуçалăхра инженерта вăй хурать. Çамрăк çемьен пурăнма хăйне уйрăм кĕтес çук-ха. «Яла кашни кун çÿреме инçерех. Атте-аннен Муркашри пÿлĕмĕ пушахчĕ те унта куçрăмăр», - терĕ тухтăр. Хавхалантару укçипе кăна салара хваттер туянаймăн. «Çамрăк специалист» программăпа пурăнмалли условисене лайăхлатма Муркаш район администрацийĕнче те черете тăнă вĕсем.

- Документсене тăратрăмăр, каярахпа черетре миçемĕш пулнине пĕлтерме шантарчĕç-ха. Унта та черет пысăк, çапах хăçан та пулин çитетех. Унччен вара хваттер валли укçа пухăпăр, - шанăçне çухатмасть Алина.

Çамрăкла вĕренни чул çинче

- Алина Николаевна, земство тухтăрĕсене ĕçтешсем мĕнле йышăнчĕç? Пысăк укçа панăшăн хăяккăн пăхакансем пулмарĕç-и?

- Тĕлĕнмелле те, пире, çамрăксене, аслăрах çултисем ăшшăн кĕтсе илчĕç, йыша çамрăксем хутшăннăшăн савăнчĕç темелле. Халĕ те пирĕнтен пăрăнмаççĕ, йывăр вăхăтра пулăшаççĕ. Укçашăн куç умĕнче ÿпкелешнине илтмен. Çамрăк пулнине пăхмасăр мана поликлиникăна ĕçе вырнаçтарчĕç, уйрăм участок шанса пачĕç. Халĕ кулленех чирлисене йышăнатăп, килтен тухайманнисем патне çитетĕп.

- Чылай чухне чирлисем опытлă тухтăр патне лекме тăрăшаççĕ.

- Çамрăк тесе шанманни те пулкалать. Диплом илнĕ хыççăнах Çĕнĕ Шупашкарти больницăна опыт пухма - интернатурăна - ячĕç. Пĕррехинче чирлисене ватăрах тухтăрпа пĕрле йышăнтăмăр. Вăл пÿлĕмрен тухса кайсан пĕчченех юлтăм. Хăшĕ-пĕри вăл çуккине кура мана шанмасăр каялла тухса каятчĕ те пăшăрханаттăм. Çав хушăрах: «Тин вĕренсе тухнисем ытларах та пĕлеççĕ», - тесе ман пата юриех черете тăракансем те пурччĕ.

- Чирлĕ çын сыввине те халсăр тăвать тенĕ. Вĕçĕм вĕсен чир-чĕрĕ çинчен итлесе йăлăхтармасть-и?

- Ывăнмалăх-йăлăхмалăх ĕçлеймен-ха. Çынсемпе хутшăнма вара çав тери килĕшет. Хăш-пĕр чухне стационарти тухтăрсене улăштарса вĕсен вырăнне ĕçлетĕп. Унта ялан тенĕн пĕр пациентсем выртнипе кичемрех. Поликлиникăра вара ĕç вĕресе тăрать, вăхăт иртни сисĕнмест.

- Ăшă кăмăл эмелрен сиплĕрех. Чирлисемпе пĕр чĕлхе тупни ĕçре ÿсĕмсем тума пулăшать-и?

- Чирлисемпе яланах лăпкă, çирĕп пулмалла, ĕçе пĕлнине кăтартмалла. Ун чухне пациентсем те шанма тытăнĕç. Иккĕленсе тăрсан вара çаврăнса утĕç: пĕлмен тухтăр патĕнче камăн сипленес килтĕр? Пытармастăп, хамăн та ĕçре иккĕленÿллĕ самантсем пулаççĕ. Ун пек чухне опытлă тухтăрсемпе канашласа илетĕп. Диагноз тĕрĕсех лартнине пĕлсен ăшăмра хĕпĕртетĕп: тăрăшса вĕренни харама кайман. Телее, хальлĕхе йăнăшни пулман-ха.

Алина каланине итленĕ май пуçа пĕлĕшĕм сăмахĕсем аса килчĕç. Вăл та ывăлне аслă шкулта тÿлевлĕ вĕрентет. Çывăх вăхăтра тухтăр дипломне илмелле. Кашни сессирех зачет-экзамен тытма преподавательсене укçа тĕкме тивнине пăшăрханса пĕлтернĕччĕ амăшĕ. Ывăлĕ вĕренейменнипе çулталăклăх академи отпускĕ те илсе пăхрĕç. «Тинех диплом илет-ха, - савăнса хыпарларĕ вăл. - Медицинăра пирĕн те тăван пулĕ». «Ун патне кăна лекес марччĕ, - шухăшласа илтĕм ăшăмра ун чухне. - Диплома укçалла туяннă çын йĕркеллĕ сыватĕ-ши?»

- Ĕлĕкрех аслă шкула вĕренме кĕме çамрăксем пысăк конкурс витĕр тухнă. Халĕ укçа тÿлесех диплом илме пулать темелле. Медицинăра професси ăсталăхĕ чакса пыни çакăнпа та çыхăнман-ши? – ыйтатăп хĕртен.

- Пĕлÿ шайĕ тÿлевлĕ е тÿлевсĕр вĕреннинчен килмест. Эпĕ те контрактпа вĕренсе тухрăм. Ушкăнри 12 студентран çурри - тÿлевлĕ, тепĕр çурри бюджет шучĕпе пĕлÿ илетчĕ. Сăнанă тăрăх, укçалла кĕнисем ытларах та пĕлме тăрăшатчĕç. Ушкăнран вара тăваттăн кăна терапевт дипломне илме пултартăмăр - ыттисем тухса кайса пĕтрĕç е урăх факультета куçрĕç.

Сăмах май, Алинăн Гриша шăллĕ те медицина ĕçченĕ. Фельдшера вĕренсе тухнăскер Шупашкартах юлнă. «Вăл вĕреннĕ вăхăтрах васкавлă пулăшу тытăмĕнче ĕçлеме пуçларĕ, кайран хăнăхнă коллективран, ĕçрен каяс темерĕ курăнать. Таврăннă пулсан Муркашра та ĕçсĕр юлмастчĕ-ха», - терĕ Алина Репина.

Çамрăк тухтăр вăхăт çине пăхса канăçсăрланма тытăннине кура тек чăрмантарас темерĕм. Ăна кĕтсе çынсем паçăрах черете тăнă. Вĕсемпе ăшшăн сывлăх суннă хыççăн тухтăр васкасах ĕç пÿлĕмне кĕрсе кайрĕ. «Кĕрĕр!» - илтĕнчĕ кĕçех алăк хыçĕнчен унăн çирĕп те уçă сасси.

Лариса Никитина.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.