Усăсăр лартман - ĕçлеттернĕ

4 Пуш, 2015

Чурпай ялĕнче /Хĕрлĕ Чутай районĕ/ аташса каяймăн. Пĕр урамлăскер 60 килтен тăрать. Тарăнах мар çырма урама икке уйăрать. Ял варринче - тăватă чÿречеллĕ пысăках мар йывăç çурт. Хăй вăхăтĕнче телейлĕ шăпапах пурăннă вăл.

Чăваш патшалăх архив докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - 1929 çулхи мартăн 6-мĕшĕнче Чурпайра "Красный воин" колхоз йĕркеленнĕ. Ун чухне колхоз правленийĕ, çавăн пекех выльăх-чĕрлĕх фермипе лаша витисем ял пуçĕнчи çырма хĕррипе - тÿрем лаптăкра вырнаçнă. 1950 çулта Чурпайри колхоз Çĕнĕ Атикассинчи Карл Маркс ячĕпе хисепленекеннипе пĕр тĕвве кĕнĕ. Пушанса юлнă правлени çурчĕ ун чухне çавах та ахаль ларман: малтанах унпа бригада çыннисем усă курнă, кайран...

- 1957 çулта Çĕнĕ Атикассинчи 7 çул вĕренмелли шкула лайăх паллăсемпе вĕçлерĕм. Кĕркунне 3-4 çухрăмри Штанаш вăтам шкулне çÿреме тытăнтăм. Ун чухнехи колхоз председателĕ Иван Никитич Никитин хамăр ялта агитпункт йĕркелеме сĕнчĕ, ĕçкунĕпе тÿлеме шантарчĕ. Килĕшрĕм: кăнтăрла - шкулта, каçсерен вăхăта колхоз канцелярийĕ пулнă çуртра ирттереттĕм. Çĕнĕ Атикасси библиотекарĕ Юлия Ардвеньева нумай пулăшрĕ, ял çыннисене вулама кĕнекесемпе хаçатсем парса яратчĕ. 1959 çулта çав çурта ял варрине куçарса кайрĕç те унта клуб йĕркелерĕç. Ял çамрăкĕсем шашка-шахматла, доминалла выляма пыратчĕç, купăс çеммипе ташласа-юрласа савăнатчĕç тата ытти те. Икĕ çул ĕçлерĕм, унтан Хусана вĕренме тухса кайрăм, - аса илчĕ ялта пурăнакан Владимир Архипович Игнатьев. Унăн Нина аппăшĕ те клубра чылай хушă техничкăра тăрăшнă иккен.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче ялти кĕлет пек çуртра лавкка уçнă. Каярах ăна пăсса тепĕр вырăнта кирпĕчрен пĕчĕк киоск туса лартнă. Тавар туянакансене çакă çырлахтарманран райпо пĕлтĕр çĕнĕ илемлĕ çурт тума тытăнчĕ. Маларах асăннă клубпа киоск хушшинче вырнаçнăскере Çĕнĕ çул умĕн хута ячĕç. Ун çумĕнче 55 çул ларакан клуб çурчĕ халĕ пушшех айваннăн та мĕскĕннĕн курăнать.

Унран анатарах ялта Семеновсем пурăнаççĕ. Арăмĕ - техничкăра, хăй клуб заведующийĕнче ĕçленĕ Аркадий Никифорович акă епле аса илет иртнĕ вăхăта:

- Ун чухне ялсенче электричество пулман. Çавăнпа эпир клуба кинокартинăсем илсе килессе чунтанах кĕтнĕ. Ара, электроçутăна бензинпа ĕçлекен кинодвигатель урлă кăна курнă-çке. Акташри Леонид Никитин, Çĕнĕ Атикассинчи Иван Сидухин, Кушлавăшри Виталий Петров киномеханиксем пулса çÿрерĕç. Мăн Ямашпа Яманкасси çамрăкĕсем сайра-хутра пирĕн клубра спектакль, концерт кăтарткаланă. Çĕнĕ Атикасси учителĕсем ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене ирттернĕ.

Ялта çуралса ÿснĕ, пединститутра пĕлÿ илнĕ, Штанашри вăтам шкулта тата Хĕрлĕ Чутайпа Çĕрпÿ районĕсенчи спорт комитечĕсенче чылай вăй хунă Василий Ефимов та ял клубĕнче малтанхи утăмсем тунă. Валерий Ивановпа Олег Семенов купăсçăсем те клуб ĕç-хĕлне йĕркелесе пыма тăрăшнă.

Юлашки вунă çулта икĕ яла пĕрлештерсе тăнă "Дружба" хуçалăх салансан колхоз клубне тытса тăма никам та килĕшмен. Ăна çăрапа питĕрсе илнĕ. Энергетиксемпе пушар хуралĕн ĕçченĕсем хăрушлăх кăларса тăратакан çурта электроçутă та пама чарнă. Ăраскалсăр пулчĕ унăн шăпи.

Геннадий Савельев, таврапĕлÿçĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.