Пĕр шăпаллисем

4 Пуш, 2015

Элĕк районĕнчи Шĕмшеш ялĕнчи ваттисен çуртĕнче халĕ сакăр кинемей пурăнать. «Пурте сăпайлă, ĕçчен, сăра-эрехпе иртĕхмен ватăсем, - пурне те пĕр пек хак пачĕ Анна Чернова социаллă ĕçчен. - Шел те, пĕри вырăнпах выртать, ыттисем ерипен çÿреççĕ».

Ватăсене пĕр шăпа пĕрлештернине пĕлтĕм: вĕсенчен пĕри çеç качча кайнă, анчах унăн та ачи-пăчи çук. Ыттисем çемье çавăрман, тĕпренчĕкĕсене утьăкка сиктермен. Çулсем иртнĕçемĕн вĕсем пĕччен тăрса юлнă. Пулăшу ыйтса ваттисен çуртне пынă. Кĕлеткере вăй-хал пур чухне канмасăр ĕçленĕ.

Хуйхă пĕччен çÿремест

Асăннă районти Туçи Шĕмшеш ялĕнче кун-çулне ĕмĕрленĕ Мария Прокопьева та паян çакăнта пурăнать. 30 çула яхăн вырăнти колхозра тăрăшнă вăл. Хастар хĕрарăм хăй вăхăтĕнче ВДНХа медальне, Ленин орденне илме тивĕçнĕ. 86 çулти кинемей ăс-тăнпа çирĕп, иртнĕ пурнăçне лайăх астăвать. Паллах, пулни-иртнине асаилме çăмăл пулмарĕ ăна. Шывланнă куççульне тем пек пытарас тесен те пытараймарĕ. Вăл юхрĕ те юхрĕ...

Нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Марье аппа. Тĕрлĕ чир-чĕре пула пĕртăвансем вилнĕ, çемьере вăл ачасенчен пĕчченех çитĕннĕ. Ашшĕ те çамрăклах çĕре кĕнĕ. 1937 çулта суйлава кайманшăн амăшне тĕрмене хупнă, çурт-йĕрне туртса илнĕ. Саккăрти Марье ял çинче ÿснĕ. 1945 çулта амăшĕ яла таврăннă. Анчах телей нумая пыман. Элеке пула тепĕр тăватă çултан ăна каллех тытса кайнă. Хальхинче Красноярск крайне ссылкăна янă. Ĕçчен чăваш хĕрарăмĕ хĕрне укçа та ярса панă каярах. Унпа вăл пăру туяннă.

Ссылкăна пуçĕпех, таврăнмалла мар янă пулсан та вăл Сталин вилнĕ хыççăн тепĕр çултан тăван тăрăха çаврăнса çитнĕ. Хĕрĕпе кивĕ çурт туянса пурăнма пуçланă. Каярахпа хăйсем пÿрт лартма та мехел çитернĕ. Вăл вăхăтра Мария Прокопьевна бригадирта ĕçленĕ. Хастарскере ачасем те кăмăлланă. «Эпĕ те унăн бригадинче вăй хунă, - пирĕн калаçăва хутшăнчĕ Анна Чернова. - Ача-пăча юрататчĕ ăна. Йĕтĕм çинче юрла-юрла ĕçлеттĕмĕр. Çамрăк ăрăва хавхалантарма та пĕлетчĕ вăл. Ĕççи пĕтсен Шупашкара цирка е театра илсе каятчĕ. Çамрăксемпе йывăç лартнисем те куç умĕнчех. Халĕ вĕсем çитĕнчĕç, тÿпенелле кармашаççĕ, тавралăха илем кÿреççĕ».

Пĕччен пурăнсан та Марье аппа ĕнесĕр пурăнман. Каярахпа сурăхсем тытнă. Инкек-синкек куçа курăнса килмест: пушара пула унăн кил-çурчĕ çунса кĕлленнĕ. Юрать-ха, тăванĕсем хăйсен çуртне панă ăна.

Хуйхă пĕччен çÿремест тени тĕрĕсех. Ăна пула сывлăхĕ те хавшама пуçланă ватă çыннăн. Юн пусăмĕ час-час хăпарнине каларĕ вăл. Ирĕксĕрех кил алăкне питĕрсе ваттисен çуртне кайнă. Çапах та кил-çуртне манмасть, кайсах çÿрет. «Кунта шанчăклăрах, - терĕ кинемей. - Ялта кÿршĕ-аршă çук, пушă çуртсем анчах. Сывлăх аптратсан ăçта кайса кĕрĕн?»

Тар юхтарса тивĕçнĕ орден та çук. Вăрă-хурах хăй умĕнчех çаратнă ăна. 90-мĕш çулсем пуçламăшĕнче çĕршыв саланнă вăхăтра пĕр шульăк вăрласа тарнă.

Кашни куншăн Турра тав тăватăп

«Ачасенчен эпĕ çемьере асличчĕ. Манăн икĕ шăллăмпа икĕ йăмăк пурччĕ. Пурте вилсе пĕтрĕç. Эпĕ халĕ ваттисен çуртĕнче те, хамăр ялта та чи асли шутланатăп», - терĕ Валентина Миронова. Вăл 94 çулта. Çапах та хаçат-журналсăр, кĕнекесĕр пурăнаймасть. Çитменнине куçлăхсăрах вулать.

9 класс пĕтернĕскер чылай сумлă ĕçре тăрăшнă Валентина Мироновна. Бухгалтерта та, сĕт-çу заводĕнче мастерта та, сепарат пунктĕнче те вăй хунă. Элĕкре, Тавăт ялĕнче, Шупашкарта, Тюменьре те ĕçлеме тÿр килнĕ. «Тюмене епле çитрĕн?» - кăсăклантăм эпĕ. «Упăшкаран тарса çав хулана çитрĕм, - пулчĕ хурав. - Вăл мана шыранă, шыранă - тупайман. Виçĕ çултан хамах таврăнтăм яла. Вăл ун чухне авланнăччĕ ĕнтĕ».

Валентина Мироновна упăшкипе 11 уйăх çеç пурăннă. «Вăрçă хыççăн качча кайма арçын та çукчĕ ялта. Вăл вара кÿршĕрех пурăнатчĕ. Пысăк ĕçсене тума пулăшатчĕ пире. Мăшăрлансан аллине «çÿлелле çĕклеме» пуçларĕ. Çавна май килтен тухса тартăм. Арçын «тутине» пĕрре тутанса курнă хыççăн текех качча кайма шухăшламарăм», - кăмăллăн калаçрĕ ватă.

Ваттисен çуртĕнче вăл виççĕмĕш çул хĕл каçать. Газ кĕртмен пÿрте кăмака валли вутă та чылай кирлĕ. «Тăвансем те вилчĕç, пĕчченех юлтăм, - малалла сăмахларĕ вăл. - Кунта ăшă, апат пиçнĕ. Çынпа калаçса уçăлатăп. Кашни куншăн Турра тав тăватăп».

Хĕрĕ ĕмĕрне пĕччен ирттерессе амăшĕ чухланă иккен. Пĕчĕк чухне унăн ытти ачанни пек иккĕ мар, пĕр шăл çеç тухнă пирвайхи хут. Çакăн çинчен хĕрне те каланă каярах. Чăн та, сăнав тÿрре килнĕ. Пĕчченлĕх унăн чун-чĕрине пусарайман. Вăл паян та уçă кăмăллă, ăшă кулăллă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.