Комментари хушас

27 Нарăс, 2015

Грипран сывалма

Вирус инфекцийĕнчен хамăр тĕллĕн сиплеме хăтланса йăнăшсем те тăватпăр. Халăхра çирĕпленнĕ ăнлавсене Марина Нефедова тухтăрпа пĕрле пăхса тухар-ха.

Температура пысăк пулнине чăтса ирттерсен аванрах. Вăл мĕн чухлĕ пысăкрах, вирус организмран çавăн чухлĕ хăвăртрах тухса каять. Чăннипе вара температура 38,5 градусран пысăкрах пулсан ăна чакармалла, мĕншĕн тесен тахикарди ?чĕре хăвăрт тапни% хăрушлăхĕ пулма, сывлăш пÿлĕнме, ăс-тăн арпашăнма, шăнăр туртса лартма пултарать.

Унсăр пуçне температура мĕн чухлĕ пысăкрах, организмра юн çăраласси çавăн чухлĕ хăвăртрах пулса пырать. Тромб пулас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа «мĕнле те пулин чăтса ирттерĕп» тенипе ĕç тухмĕ. Температура 38,5 градусран ытларах хăпарсан вĕрилентернине чакармалли эмел ĕçмелле.

Организм инфекципе лайăхрах кĕрештĕр, вăй-хал усăсăр ан пĕттĕр тесен чирленĕ вăхăтра выçă тытни усăллă.

Тĕрĕссипе вара чирленĕ вăхăтра çиме юрать, çимелле те. Апат çименни лару-тăрăва йывăрлатать кăна, вăя пĕтерет.

Лайăх ирĕлекен çăмăл апат çиме тăрăшмалла. Çуллă, пăрăçлă, тăварлă апатран пăрăнмалла, пахчаçимĕç салачĕ, пулă яшки, улма-çырла çимелле.

ОРВИ хăрушах мар, ăна ура çинчех ирттерсе яма пулать. Чăннипе чир вăхăтĕнче мĕнпур орган ĕçĕ йăвашланать, наркăмăшланать. Ура çинче тÿссе ирттернĕ инфекци чĕрене, пÿрене сиенлеме пултарать.

Çавăнпа чирĕн чи йывăр тапхăрне вырăн çинче ирттермелле, тухтăр сĕнĕвĕсене пурнăçламалла.

Иммунитета çирĕплетекен препаратсем темле тĕлĕнтермĕш тума та пултараççĕ, чирленĕ вăхăтра вĕсем питĕ кирлĕ.

Чăн та, çак препаратсен ушкăнне ?кунта женьшень, элеутерококк, родиола настойĕсем кĕреççĕ% вирус чирĕсем чухне ĕçеççĕ. Анчах вĕсене тухтăр çырса памасăр усă курма юрамасть, мĕншĕн тесен вĕсем иммунитета пулăшнисĕр пуçне вăрах вăхăт усă курсан унăн ĕçне пачах путлантарма та пултараççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр чир ?аутоиммун тиреоидичĕ, ревматоид артричĕ% юхăмне япăхлатма пултараççĕ. Асăрхануллăрах пулмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.