Комментари хушас

4 Пуш, 2015

Çирĕп хунав авăнмасть

Пысăках мар çуртра икĕ çемье пурăннă. Выртма-тăма вырăн çитмен. Ваçлей пĕчĕклех йывăрлăха хăнăхнă. Çемьере ачасенчен асли пулнă май унăн тутине аван пĕлсе çитĕннĕ. Йывăрлăха кура çамрăклах кĕтÿç пушши сĕтĕрме тивнĕ Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнчи Василий Иванович Скоблевăн.

Пĕррехинче кĕтÿри пĕр каскăн ĕне айккине пăрăннă. Çакăншăн ăна, вунă çулти ачана, вăйпитти арçын çупкă çитернине асаилет вăл.

Шкула çÿресе пĕлÿ пухасси çинчен сăмах та пулман. Пурĕ те икĕ класс кăна пĕтерме тÿр килнĕ. Кăшт ÿссенех çамрăк çине йывăртарах ĕçсем тиеннĕ: колхозра лашапа çур аки тунă, тырă акнă.

Çул çитсен хĕсметре тăнă. Унта виçĕ çул служба йыттисене тĕрлĕ хăнăхтарусене вĕрентнĕ. Хĕсметрен таврăнсан пĕр тапхăр Ишлĕри кирпĕч заводне тунă çĕрте вăй хунă.

Механизатор пулас ĕмĕте Казахстанра пурнăçа кĕртнĕ. Унта пĕлĕве ĕçпе çирĕплетнĕ, ăсталăха туптанă. Икĕ çул тăрăшсан тăван ял колхозĕнче "çăпаталлă" тракторпа 6-7 çул ĕçленĕ, мухтава тивĕçнĕ.

Маттур каччăна ытти ĕç те илĕртнĕ. "Мĕншĕн Çĕпĕр вăрманĕнче сухăр юхтарса пăхас мар?" - тенĕ те Тавда тăрăхĕнчи тайгана çул тытнă. Унăн ытамне икĕ çула лекнĕ. Кунта та пултарулăхĕпе палăрнă, çитĕнÿсем тунă.

Çĕпĕртен таврăнсан та вăрмантан уйрăлас килмен. "Маяк" колхозăн вăрманта тикĕт юхтаракан, кăмрăк тăвакан станĕнче 4-5 çул тăрăшнă. Тепĕр чухне ĕç вăраха тăсăлнă. Анчах Василий нихăçан та çĕр каçма вăрманта юлман, темле пулсан та 7-8 çухрăмри тăван ялнех таврăннă. Унта ăна мăшăрĕпе тăватă ачи кĕтнĕ. Тепĕр ир тул çутăличчен каллех вăрмана тухса утнă.

Пурнăç пăрăнăçсăр иртмест тени тĕрĕсех пулĕ çав. Василий Иванович çемйипе аслашшĕ килĕнчен уйрăлса тухма шухăшлать. Çурт лартма вырăн ыйтса хут çырса парать. Анчах ку ĕçре урапа ăшне патака чикекен тупăнать: пĕр чиновник хирĕç пулать. Çемье çакăншăн хуçăлса ÿкмест. Ялта пĕччен пурăнакан пĕр ватăна пăхма тытăнать. Ăна тата вырăнпа выртакан чирлĕ амăшне - салтак арăмне - çĕр çула çитиччен тенĕн пăхса упраççĕ. Кайран тинех çак вырăнта çурт, хуралтăсем çавăрса пурнăçа йĕркелесе яраççĕ.

Каллех çĕнĕ ĕç вăрттăнлăхĕ канăç памасть çемьене. Хальхинче - кăçатă йăваласси. Шухăшлаççĕ те ăсталăха вĕренеççĕ, тăрăшсах çăматă йăвалама тытăнаççĕ.

Пăлапуç Пашьелĕнче чиркÿ тумалли çинчен хыпар тухсан Василий чăтса тăраймасть, унта тухса утать. Пултарулăхне кура ăна кунти ĕçе ертсе пыма шанаççĕ, чиркÿ старостине суйлаççĕ. Мăшăрĕпе тăрăшса вăй хураççĕ. Çулталăкранах чан сасси чиркÿ уçăлни çинчен хыпарлать. Унтанпа 20 çул та иртнĕ ĕнтĕ, чиркĕве яланхиллех халăх çÿрет.

Паянхи кун Василий Иванович тăххăрмĕш теçеткен çулĕсене шутлать. Пурнăçри йывăрлăхсем, пăтăрмахсем çирĕп хунава аваймарĕç. Килĕнче мăшăрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Сумлă ватлăха пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх, пыл хурчĕ тытаççĕ. Кăткăсрах ĕçсене пурнăçлама тракторĕ те пур. Пулăшма кану кунĕсенче, уявсенче ачисем, мăнукĕсем пуçтарăнаççĕ. Каçсерен ашшĕ-амăшĕпе сĕтел хушшине ларса, шăкăл-шăкăл калаçса иртнине асаилеççĕ.

Иван Ерофеев.

Патăрьел районĕ, Ишлĕ ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.