- Чăвашла верси
- Русская версия
Виççĕмĕш ачашăн
Пирĕн виççĕмĕш ача çуралчĕ. Уншăн алла çĕр пин тенкĕлĕх сертификат пачĕç. Çав укçана илме ăçта каймалла?
Сергей Иванов.
Канаш районĕ, Ешкилт.
2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă ?усрава илнĕ% виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачашăн пирĕн республикăра 100000 тенкĕ параççĕ. Анчах вăл укçана тÿрремĕнех алла памаççĕ. Унпа ача виçĕ çул тултарсан кăна пурăнмалли условисене лайăхлатма е ачасене вĕрентме усă курма юрать. Пурăнмалли условисене лайăхлатнă çĕре çурт туни е туянни, ипотека кредитне тÿлесе татни, пурăнмалли уйрăм çурта юсаса çĕнетни кĕрет.
Укçапа ача виçĕ çул тултариччен усă курма ирĕк паракан пĕртен пĕр сăлтав вăл - çурт тума е туянма тăкакланă тĕп парăма тата кредита тÿлеме усă курасси.
Комментари хушас