Пĕлес тенĕччĕ

21 Раштав, 2017

Тен, хамăн пырса сăмах хушас?

…Чылайччен чăтрăм, паян вара алла ручка тытма шухăш­ларăм. Мана икĕ çула яхăн ĕнтĕ пĕр каччă килĕшет. Вăл манран тăватă çул аслă. Эпĕ нумаях пулмасть кăна каçсерен урама тухма тытăнтăм. Анчах çак утăма та ăна тĕл пулас тĕллевпе кăна турăм. Пурпĕрех чун ыйтнине кĕтсе илейместĕп. Вăл мана пĕртте асăрхамасть.

2 Авăн, 2015

Литературăра уçнă çĕнĕ çерем

Ырă кун пултăр, «Хыпар» ĕçченĕсем!

Сирĕн пата «Хыпара» юратса вулакан Ольга Иванова çырать. Юлашки вăхăтра хаçатра интереслĕ материалсем нумай пичетленеççĕ. Тавах уншăн. К.Иванов çулталăкĕнче литературăна кашни номертех тенĕ пек тивĕçлĕ вырăн пани савăнтарать. Нумай çырса каяс мар. Сăмахăм - Рита Артин темиçе номерте тухнă «Куçăхнă телей» калавĕ пирки.

Манăн шухăшпа, ку - литературăра уçнă çĕнĕ çерем. Калав чуна кисретрĕ, чĕрене чĕтретрĕ. Хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине хырăмри ача туйăмĕсем урлă уçса пани ытла та вăйлă! Калава темиçе хут вуласа тухрăм, кашнинчех - куççульпе...

Хисеплĕ редакци, пултаруллă автор çинчен те пĕлес килчĕ. Кам вăл Рита Арти? Ку мана кăна мар, ытти вулакансене те интереслентерет пулĕ. Ун çинчен каласа кăтартсан аванччĕ. Сĕнĕве шута илессе шанатăп.

8 Çу, 2015

Кук тĕрринчен мĕнле хăпмалла?

Çуркунне çитнĕ май пите кук тĕрри тухать. Çутă ÿт çинче вăл лайăх палăрать. Ăна пĕтерме тем те туса пăхрăм ĕнтĕ, анчах унран ниепле хăпса пĕтейместĕп. Тĕрлĕ крем сĕрнипе пит кушăрхарĕ, усси вара пулмарĕ. Вĕсене туянса укçа çеç пĕтертĕм. Кук тĕрринчен килти мелпех хăпма çук-ши?

Ксения М. Шупашкар районĕ, Кÿкеç поселокĕ.

Pages