Комментари хушас

27 Çу, 2015

Медальсĕр хăварчĕç

Çак кунсенче Элĕк тăрăхĕнчен шăнкăравларĕç. Зоя Гордеева хăйне канăç паман ыйтăва пĕлтерчĕ, пулăшма ыйтрĕ.

- Аннем, Наталия Никитична Никитина, хĕл кунĕсенче ман патăрта, Элĕк районĕнче пурăнчĕ. Унăн пенси укçине те Элĕк районне куçарттартăмăр - кашнинчех уншăн вăрăм çула тухаймăн. Анчах регистрацире Красноармейски районĕнчи Чатукасси ял тăрăхне кĕрекен Çавалçырмарах тăрать-ха. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çывхарнă май анне тăван ялне кайрĕ - паллă уява ялйышпа кĕтсе илме. Тата тыл ветеранĕ вăл. Çамрăк чухне самай нушаланма тивнĕ, вăрман каснă, окоп чавнă. Вăл курнă терт-нушана асаилес пулсан çырса та пĕтереймĕн.

Тыл ветеранĕсене те юбилей медальне парассине пĕлсен иксĕмĕр те савăнтăмăр. Анчах кĕтни кăлăхах пулчĕ. Аннене аса та илмерĕç, саламламарĕç. Ăна медаль илекенсен списокне те кĕртмен иккен. Тĕрĕслĕх шыраса Элĕкри социаллă хÿтлĕх пайне кайрăмăр: тен, пенси куçарнипе медаль те çĕнĕ адреспа парĕç? «Сирĕн аннĕре регистрациленĕ вырăнта ыйтмалла», - терĕç пире унта ларакансем. Çапла вара вĕçне-хĕрне тухса пĕтеймерĕмĕр. Анне хăйне тĕксе хăварнăшăн пăшăрханчĕ. Мĕншĕн çапла пулса тухрĕ-ши? Хальхи вăхăтра вăл тăван ялтах, Çавалçырмара пурăнать. Хăйне медаль шыраса тупасса, пуçлăхсем йăнăша тÿрлетессе шанать, кĕтет, - терĕ пăлханчăклă сасăпа. - Пуçлăхсем ăна кăна мар, пире те кÿрентернĕн туйăнать.

Ыйтăва татса пама ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин «Социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен центр» хысна учрежденийĕн Красноармейски ра- йонĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕпе çыхăнтăмăр. Светлана Андреева тĕп специалист акă мĕн пĕлтерчĕ:

- Чăн та, ку ыйтупа Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Михайлов та килсе кайнăччĕ. Пĕрле пăхса тухса ыйтăва татса панă. Тыл ветеранне, Наталия Никитична Никитинăна медаль илекенсен списокне кĕртнĕ. Шел, çакăн хыççăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕ социаллă хÿтлĕх пайне çитсе медаль илме, ветерана чыслама вăхăт тупаймарĕ курăнать. Награда вара хуçине кĕтет.

Ĕçе вĕçне çитерме Чатукасси ял тăрăхĕпе те çыхăнтăмăр.

- Пуçлăх Красноармейскине тухса кайнă-ха, - илтĕнчĕ çамрăкрах çын сасси ?темшĕн ятне каламарĕ вăл%. - Медаль хатĕр пулсан шăнкăравласа систерĕп, çула май илсе тухтăр.

Ыйтăва татса панă темелле, анчах тыл ветеранĕ Çĕнтерÿ кунĕнче медальсĕр юлни шухăшлаттарать. Тĕрĕссипе ăна çакă та мар ?хăйĕн ĕмĕрĕнче сахал мар награда илме тивĕçнĕ%, хăйне хисеплеменни, паллă уявра манса кайни пăшăрхантарать. Çĕнтерĕве çывхартма хĕрарăм йывăр ĕçре нушаланнă, çинĕ-çими пурăннă, чăтнă, нăйкăшман.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.