Пĕлес тенĕччĕ

18 Утă, 2014

Ремонтатлă çĕр çырлине хăçан апатлантармалла?

Çуркунне тата çăвăн пĕрремĕш çурринче хĕрелекен çырлана вараламасăр органика хывмалла. Урăхла каласан 1-2 уйăхра пĕр хут 1 тăваткал çĕр пуçне 3-5 кг навус е компост тăкмалла. Утă уйăхĕн вĕçĕнчен вара – кĕлпе: 3-4 эрнере пĕр хут 1 тăваткал метра 200-300 г кĕл (пĕр тĕм пуçне 2 чей кашăкĕ).

4 Утă, 2014

Пахча çимĕçне – тăпăрчă шывĕпе

Тăпăрчă шывĕ пахча çимĕçĕшĕн те усăллă тенине илтнĕ.

Çапла, усăллă. Помидор тĕмĕсене фитофтороз çулăхасран 10 л шыва 1 л тăпăрчă шывĕ хушса сапаççĕ. Çакнашкал шыва 10 тумлам йод тата микроэлементсен пуххине хушсан ытти пахча çимĕçе те (хăяр, кабачок, кавăн) сирпĕтме юрать. Пĕр вăхăтрах ку апатлантарни те, чир-чĕртен хÿтĕлени те пулать. Çу каçипе çапла виçĕ хут тусан аван пулмалла.

4 Ака, 2014

Ыхра типет

Ыхрана çивĕтлесе хунă суханпа юнашар упратăп. Суханĕ чиперех тăрать-ха, анчах ыхра типсе пырать. Мĕн тумалла-ши?

Лайăххисене суйласа кĕленчене тултармалла, капрон хупăпа хупса сивĕтмĕше (холодильника) лартмалла. Типме пуçланисене те урăх кĕленчене тултарса çавăнтах лартăр. Çулла унпа настойка туса ÿсен-тăрана сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хÿтĕлеме пултаратăр.

Pages