Комментари хушас

8 Çу, 2015

Кук тĕрринчен мĕнле хăпмалла?

Çуркунне çитнĕ май пите кук тĕрри тухать. Çутă ÿт çинче вăл лайăх палăрать. Ăна пĕтерме тем те туса пăхрăм ĕнтĕ, анчах унран ниепле хăпса пĕтейместĕп. Тĕрлĕ крем сĕрнипе пит кушăрхарĕ, усси вара пулмарĕ. Вĕсене туянса укçа çеç пĕтертĕм. Кук тĕрринчен килти мелпех хăпма çук-ши?

Ксения М. Шупашкар районĕ, Кÿкеç поселокĕ.

Кук тĕрри çамрăксен питне ытларах тухать. Хăшпĕр чухне ăна ал-ура, кăкăрпа çурăм çинче те курма пулать. Вăл чи малтан ача пилĕк çулсене çитсен палăрма пуçлать. Çын вăтăртан иртсен майĕпен тĕссĕрленсе çухалать. Тĕрĕссипе, кук тĕрри çамрăклăх палли темелле. Шел, пикесене темшĕн килĕшмест вăл. Сарăрах хăмăр пăнчăсенчен çине тăрсах хăпасшăн вĕсем.

Чăн та, çуркунне кук тĕрри вăй илет тейĕн, хĕвел çутипе тата лайăхрах палăрма тытăнать. Кĕр енне тĕссĕрленсе шуралнипе паллах мар. Вăхăт иртнĕ май вăл хăех çухалать. Унран асăрханма пĕлмелле. Пите хĕвелтен сыхлакан крем сĕрмелле, хура куçлăхпа, сарлака шĕлепкепе çÿремелле. Сарă-хăмăр пăнчăсем пит çине тухсан çак мелсемпе усă курма сĕнетпĕр.

1. Кук тĕрри сахал пулсан ăна глицеринпа тасатма пулать. Вăл типĕ ÿтшĕн аван. Мамăк тампонне глицеринпа йĕпетмелле, кук тĕррине асăрханса кашни кун сĕрмелле. Малтанах ÿт типет, унтан вистенет. Ÿт сĕвĕнме пуçласан глицеринпа усă курма юрамасть. Пите çуллă крем сĕрмелле. Темиçе кунран кук тĕрри яланлăхах çухалĕ.

2. Кук тĕрринчен хăвăртрах хăпма ÿте кулленех хăяр е лимон сĕткенĕпе сĕрмелле. Вĕсем ÿте шуратма пулăшаççĕ.

3. Петрушкăна /пысăк мар çупкăм/ вĕтетмелле, пăчăртаса сĕткенне сăрхăнтармалла. Ăна пĕр пек виçепе сĕтпе хутăштармалла. Шĕвекпе кук тĕррине 15 минута сĕрмелле. Унпа кунне 1-2 хут усă курни çителĕклĕ.

4. 2 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕ, пергидроль /10 процентли/, 1 чей кашăкĕ шурă тăм, цинк окиçĕ илсе лайăх хутăштармалла. Ăна çывăрас умĕн ÿте сĕрмелле.

5. 50 г хĕрен тымарне вĕтĕ терка витĕр кăлармалла, 1 стакан уксус ямалла, икĕ эрне сивĕ, тĕттĕм вырăнта тытмалла. Унтан хутăша марля витĕр сăрхăнтармалла, 1,5 литр таса шыв хушмалла. Шĕвекпе кунне икĕ хутчен пите сăтăрмалла.

6. 1 лимон сĕткенне 1 çăмарта шуррипе кăпăкланиччен пăтратмалла. Унта 1 чей кашăкĕ глицерин, 100 г одеколон ямалла, çывăрас умĕн пите сĕрмелле.

Кук тĕрринчен килтен тухмасăрах, ал айĕнчи мелпех хăпма пулать. Вĕсемпе усă курма пуçличчен тухтăрпа канашласан та аван.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.